Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тавара - Раççей рынокне

о Пахалăх

Тавара - Раççей рынокне

Эпир, "Обществăлла апатлану предприятийĕ" тулли мар яваплă обществăн ĕçченĕсем, халăха валли паха тавар туса кăларассишĕн пур вăй-халпа тăрăшатпăр. Çавна май, халиччен туса кăларнă апат-çимĕçсĕр пуçне çĕнĕ ассортиментпа пуянлатсах пыратпăр. Акă, тĕслĕхрен, нумаях пулмасть "Подсолнух", "Ореховые палочки" ятлă пирожнăйсем кăларма тытăнтăмăр. Çакна палăртма кăмăллă: ку изделисем "Меркурий", "Минутка", "Кулинарный" тата райпон ытти ял лавккисенче кĕске вăхăтрах сутăнаççĕ. Сутăнаççĕ тенĕрен, кăçалхи 5 уйăхра пĕтĕм тавар çаврăнăшĕ 5 миллион та 150 пин тенкĕлĕх пулнă, çав шутран 1 миллион та 440 пин тенкĕлĕх хамăрăн продукци. Пĕтĕмĕшле илсен, 50-60 тĕрлĕ изделисене райпон пур лавккисене те вăхăтра çитеретпĕр, халăх ыйтнине пурнăçласах пыратпăр. Унсăр пуçне хамăр республикăна тата ытти регионсене те тивĕçтеретпĕр. Продукци туса кăларнă çĕрте 17 çын вăй хурать. Т.Викторова, Ю.Никитина, А.Степанова, Э.Иванова, Л.Сорокина, Л.Викторова поварсем, Л.Николаева кондитер хăйсен ĕçне пысăк шайра пурнăçласа пыраççĕ. Пирĕн тĕп тĕллев - халăха пахалăхлă таварпа тивĕçтересси. Çавăнпа та пирĕн ĕçченсем ытларах чухне продукцие алă вĕççĕн ăсталаççĕ.

Район уявне - Акатуя та тĕплĕн хатĕрлентĕмĕр. Ватăсемпе çамрăксем, ачасем пурин валли те уявра тутанса пăхмалăх 60 тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлерĕмĕр. Çутă малашлăха шанса, ĕмĕтленсе пурăнатпăр. Паянхи рынок системи вăй илсе пынине кура эпир те кая юлас теместпĕр. Хальхи вăхăтра "Юность" кафен пĕрремĕш хутне реконструкциленĕ. Çитес вăхăтра иккĕмĕш хутне çĕнетессипе пысăк ĕçсем туса ирттерме планланă. Кулинария лавккине тĕпрен çĕнетсе улăштарни те самаях пысăк тупăш кỹрет. Тавар çаврăнăшĕ пĕр уйăхра кăна 2 хут ỹсрĕ. Вăл 300 пин тенкĕпе танлашать. Ахальтен мар ĕнтĕ 2004 çулта Чăвашпотребсоюз республикăри суту-илỹ предприятийĕсем хушшинче ирттернĕ "Чи лайăх кулинари лавкки" конкурсра пирĕн кулинари лавкки пĕрремĕш вырăн йышăннă. Тунă çитĕнỹсем вара пире татах та лайăхрах ĕçлеме хистеççĕ.

Л. СИДОРЕНКО,

обществăлла апатлану

предприятийĕн директорĕ.



11 июня 2005
00:00
Поделиться