Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление главы администрации Урмарского района с Днем независимости

Хисеплĕ те хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире Раççей Федерацийĕн патшалăх никама пăхăнманлăхĕ çинчен калакан Декларацие йышăннă кун ячĕпе чĕререн саламлатăп.

Çак кун - патшалăхăн чи паллă уявĕсенчен пĕри. Ăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе 1994 çулхи çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче йышăннă. Деклараци халăх ĕмĕт-шухăшне тивĕçтерет. Обществăна çĕнетсе улăштармалли шанчăклă право никĕсĕ тата обществăри çирĕплĕхĕн чи пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмĕ пулса тăнă май, вăл обществăшăн, патшалăхшăн йĕркеллĕ ĕçлесе пырать.

Раççей хăйĕн халăхне тивĕçлĕ малашлăхпа, уйрăм çынна тата кашни çемьене ирĕклĕ аталанассипе тивĕçтерме пултаракан вăйлă та чечекленсе пыракан патшалăх пулса тăрасси эпир саккуна пăхăнса пурăннинчен, ăс-тăнпа пĕр шухăшлăхран килет.

Хаклă çыннăмăрсем! Сире пурне те чунтан çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу, тулăх пурнăç сунатăп.

Вăрмар район

администрацийĕн пуçлăхĕ                   А.И. Егоров



12 июня 2005
00:00
Поделиться