Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление главы администрации Урмарского района с Днем работников текстильной и легкой промышленности

Районта çăмăл промышленость отраслĕнче ĕçлекен хисеплĕ те хаклă çыннăмăрсем!

Сире професси уявĕпе - Çăмăл промышленность ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе чунтан-чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе саламлатăп.

Эсир продукци кăларас ĕçре хăвăрăн пĕтĕм вăй-хала парса тăрăшса ĕçлени район экономикине аталантарас тата çирĕплетес тĕлĕшĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать.

Ăнланатăп, хальхи вăхăтра ĕçлеме çăмăлах мар. Унта-кунта предприятисем хупăнса лараççĕ. Анчах та эсир йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма тăрăшни савăнтарать. Сире пархатарлă ĕçĕршĕн тав тăватăп. Малашлăхра ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу, çитĕнỹсем сунатăп.

Вăрмар район

администрацийĕн пуçлăхĕ                   А.И. Егоров



12 июня 2005
00:00
Поделиться