Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление главы администрации Урмарского района с Днем медицинского работника

Сывлăх хуралĕн хисеплĕ те хаклă ĕçченĕсем, ветерансем!

Сире уявпа - Сывлăх хуралĕн ĕçченĕн кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп.

Эсир хăвăра шанса панă тивĕçе чун-чĕре хавалĕпе пурнăçлатăр. Сирĕн пек пархатарлă çынсем пурнăçра пурри вăй-хăват парать. Пациентсен хуйхи-нушине çăмăллатассипе, канăç паман чир-чĕртен вăхăтра сыватассипе эсир вăй-хала шеллеместĕр. Çакăншăн сире пуç тайса тав тăватăп.

Малашнехи пурнăçра пурне те ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу, çитĕнỹсем сунатăп.

Вăрмар район

администрацийĕн пуçлăхĕ                                   А.И. Егоров



17 июня 2005
00:00
Поделиться