Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕнĕ вăй-хăватпа

о Республика кунĕ умĕн

Çĕнĕ вăй-хăватпа

Юлашки çулсенче районти ялсенче пурăнакансен килне нумайччен кĕтнĕ "кăвак çулăм" çитрĕ-çитрех. Ку, паллах, калама çук пысăк ырлăх. Çакна паянхи кун пурте тенĕ пекех ăнланса илсе "кăвак çулăм" ăшшипе усă курма тытăнчĕç. Республика пуçлăхĕн алă пусса çирĕплетнĕ Указне пурнăçлассишĕн пирĕн "Урмарыгазтепломонтаж" тулли мар яваплă обществăра тăрăшакан мĕн пур ĕçченсем пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Ялсенче пурăнакан кашни хресчен патнех ырлăхлă çулăм çиттĕр тесе çанă тавăрса ĕçлетпĕр, президент программине пурнăçа кĕртессишĕн мĕн пур вăя паратпăр. Республика Президенчĕн Н.Федоровăн "Чăваш Республикин ялĕсене газ кĕртессине вĕçлесси çинчен" Указне пурнăçласа юлашки икĕ çулта районти ялсене газификацилес ĕç пысăк калăпăшпа пулса иртрĕ. Çакăнта, паллах, пирĕн предприятин те тỹпи пĕчĕк мар.

2004 çулта кăна газ кĕртес ĕçе пурнăçлама 2 миллион тенке яхăн тăкакласа монтаж ĕçĕсене туса ирттернĕ, 5 километр ытла газ пăрăхĕсем хывнă, 500 яхăн харпăр хăй кил-çуртне монтаж ĕçĕсем пурнăçласа газ илсе çитернĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн ĕçченсем Чăрăшçырма, Çиçтĕпе, Саруй, Кавал ялĕсенче пурăнакансем патне газ ырлăхĕ çитерессипе ырми-канми ĕçлеççĕ. Акă май уйăхĕнче кăна Чăрăшçырмари 40 килте монтаж ĕçĕсене пурнăçланă. Саруй, Кивĕ Вĕренер, Шăхаль ялĕсенчи газификаци ĕçĕсене кăçал вĕçлемелли çеç юлнă.

Уйрăм кил хуçалăхĕсемпе пĕрлех ытти пысăк объектсене те çут çанталăк çине куçарассипе тимлĕн ĕçлетпĕр. Акă, çĕр кăмрăкĕпе хутакан Энтриялĕнчи тата Кĕлкешри шкулсене, инвестици программипе килĕшỹллĕн, газ кĕртме пуçламалла. Райпо системинчи поселокри, Шăплатри, Ыхраçырмари, Энтриялĕнчи лавккасем газ хĕлхемĕпе усă курма тытăннă. Вăтакасри, Кавалти, Пысăк Енккассинчи куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтерекен лавккасене те çут çанталăк газĕпе ăшăтма тытăнăпăр. "Зоренька" тата "Колосок" ача сачĕсене, Кавалти çыхăну уйрăмне "кăвак çулăм" çитернĕ, часах Мăнçырма, Вăтакас çыхăну уйрăмĕсене те çут çанталăк ырлăхĕ çитĕ.

Газификаци программипе пĕрлех район çыннисем паха шывпа тивĕçтерес енĕпе йышăннă Президент программипе те анлăн ĕçлеме, пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе пурнăçлас енĕпе те тытăнасшăн, мĕншĕн тесен çапла кăна республикăра, хамăр районта пурăнакан кашни çыннах тивĕçлĕ пурнăç парнелеме пултаратпăр.

Ю. СОКОЛОВ,

"Урмарыгазтепломонтаж" обществăн

директорĕ.



18 июня 2005
00:00
Поделиться