Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Акатуйĕ кĕр кĕрлерĕ, чысларĕ уй-хир паттăрне

Акатуйĕ кĕр кĕрлерĕ, чысларĕ уй-хир паттăрне

Акатуйĕ кĕр кĕрле,

Чун хавалне эс çĕкле.

Чысла пурнăç çыннине,

Чысла уй-хир паттăрне,

Ăмăртура малтине.

Пилле çĕр-шыв аннене,

Чун-чĕремĕр юррине!

Акатуй пирĕн халăхăн йăлана кĕнĕ чи юратнă уявĕ. Кăçал ăна Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарнине халалланă. Тури чăвашсем ăна "суха туйĕ", анатрисем вара "сапан туйĕ" тесе каланă. Эпир ваттисем каланă халап-юмахсем урлă чăвашсен çĕнĕ çулĕ март уйăхĕн вĕçĕнче, апрелĕн пуçламăшĕнче пулнине пĕлетпĕр, мĕншĕн тесен вăл вăхăтра çĕр ĕçĕ пуçланнă. Ăна вара ака эрни, ака-сỹре вăхăчĕ тесе ят панă. Çапла вара çур аки вăхăтĕнче акатуй туса ирттернĕ. Акатуя кашни çулах çемье пуçлăхĕ хăй çемйипе пĕтĕм ял-йышпа хутшăннă. Ял-йыш çеç мар, районта та анлăн паллă тăваççĕ ку уява. Çак куна район ĕçченĕсем чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Çапла пулмасăр, унта çур акинче мала тухнă паттăрсене, производствăра хастар пулнисене чыслаççĕ-çке. Кĕçех акă Республика кунĕ те çывхарса килет, маттур та пултаруллă пирĕн район çыннисене çак уявра та чыслĕç.

Вăрмар поселокĕнчи лозунгсем район ĕçченĕсемпе хăнасене районти ĕçпе юрă тата спорт уявне - Акатуя йыхравлаççĕ. Çанталăкĕ те халăха туллин, пур кăмăлпа савăнма ирĕк пачĕ. Ирхине вăл кăшт ăмăр тăчĕ пулин те, хĕвел ăна уява пăсма памарĕ, хăйĕн ăшă куллипе килнĕ çынсене ачашларĕ, саврĕ. Уява килнисен кăмăлне çĕклерĕ.

Районăн 53-мĕш Акатуй уявĕ стадионта иртрĕ. Кунта ирхине ирех çынсем ушкăнпа, çемйисемпе, пĕчченшерĕн те пуçтарăнма пуçларĕç.

Поселокри, ялсенчи магазинсем, хуçалăхсенчен килнĕ автомашинăсем тата предпринимательсен суту-илỹ точкисем стадион умĕнчен пуçласа районти тĕп больница патне çитиех (Ленин урамĕпе) вырнаçнă. Мĕн кăна сутмаççĕ кунта. Апат-çимĕç продукчĕсем, промышленность таварĕсем те темĕн чухлех. Енчĕкĕ хулăн кăна пултăр, мĕн кăмăлланине пурне те туянтараççĕ. Техĕмлĕ те тутлă шашлык шăрши вара пĕтĕм таврана сарăлнă, сăмсана кăтăклантарать. Çавăнпах ĕнтĕ килнисенчен ытларахăшĕ тутанса пăхма васкаççĕ. Çапла пулмасăр, хырăм тутă пулсан савăнас, юрлас, ташлас та килет. Репродукторсенчен те хаваслă кĕвĕ янăрать.

Уяв вара чи малтанах юланутçăсен ăмăртăвĕнчен пуçланчĕ. Çапла вара ял çамрăкĕ хăйĕн лашипе ăмăртăва çитнĕ. Ĕлĕк-авал та çаплах пулнă. Яш-кĕрĕм урампа лаша çинче пырса çĕнтерỹçĕсем валли хĕр-упраçсенчен чăваш тĕрриллĕ сăмса тутрисем, ал шăллисем пуçтарнă. Вĕсене вара мала тухнисене парнеленĕ. Ку ăмăрту хальхинче Вăрмар поселокĕпе Кивĕ Вăрмар ялĕ хушшинче пулса иртрĕ. Лаша спортне юратакансем те йышлăн пуçтарăннă. Ăмăртăва пурĕ 4 лаша хутшăнчĕ. Чи пултарулли, маттурри Кивĕ Вăрмар çамрăкĕ Андрей Павлов хăйĕн "Гуна" ятлă лашипе пулчĕ. Вăл пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Иккĕмĕш вырăна Н.Федоров (Кивĕ Вăрмар) "Змейка" лашипе тухрĕ. Виççĕмĕшне вара А.Константинов (Кивĕ Вăрмар) "Самсон" лашипе йышăнчĕ. Çавăн пекех ăмăртăва хутшăнма кỹршĕллĕ Тутар Республикинчен те яш-кĕрĕм килнĕ. Çĕнтерỹçĕсене вара хаклă парнесем парса чысларĕç.

Велосипедистсен ăмăртăвĕ те интереслĕ иртрĕ. Ара çырминчи çаранта Вăрмар поселокĕнчен Мăнçырмана каякан шоссе çулĕн сулахай енче, маунтинбайк енĕпе тупăшса Чăваш Республикин кубокне çĕнсе илессипе финал ăмăртăвĕсем пулса иртрĕç. Ăмăртăва Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисен, хамăр район спортсменĕсем пурĕ 120 çын хутшăнчĕç.

Акă, велосипедистсем пĕр рете йĕркеленсе тăнă. Ăмăртăвăн тĕп судйи, ачасемпе çамрăксен Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов спортсменсем ăмăртăва хатĕрри çинчен райадминистрацин физкультурăпа спорт, çамрăксемпе ĕçлекен пай начальникне Л.Уливанова рапорт парать.

Ăмăртăвăн тĕп судйи С.Архипов тупăшу йĕркипе паллаштарать. Велосипедистсен анаталла-тăвалла трассăпа чупмалла пулать. Пилĕк ушкăн тупăшать.

Часах ăмăртусем пуçланаççĕ. Старта чи малтанах 1991-1992 çулсенче çуралнă яш-кĕрĕм тухса каять.

Ку ушкăнра пирĕннисенчен С.Борисовпа (Вăрмар поселокĕ) Р.Вотяков (Мăнçырма) уйрăмах ăнăçлă чупрĕç. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Çак çулсенчи хĕрсен командинчен Е.Романовăпа (Мăнçырма), Н.Ефремова (Вăрмар поселокĕ) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.

1989-1990 çулхисем хушшинче А.Кохнуров (Вăрмар поселокĕ) пĕрремĕш вырăна тухрĕ.

1985-1986 çулта çуралнă çамрăксен тупăшăвĕнче Шупашкарти Олимп резервин училищинче вĕренекен, Чăваш Республикин Президенчĕн стипендиачĕ, спорт мастерĕ Е.Крылов пĕрремĕш пулчĕ. Хĕр-упраçсенчен Л.Маркова (Пысăк Енккасси) - виççĕмĕш.

Районти культурăпа кану центрĕн, районти модельлĕ библиотекăн, Вăрмарти ачасен искусство шкулĕн ĕçченĕсенчен, ял администрацийĕсен территорийĕнче вăй хуракансенчен йĕркеленнĕ уяв колонни автовокзалтан пуçласа стадиона çити куракансене юрă-ташăпа савăнтарчĕ. Колоннăн малти ретĕнче шкул ачисем Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ялавĕсемпе пыраççĕ.

Стадионта дикторăн уçă сасси янăраса каять:

"Савăнар-и, хаклă ял-йышсем

Сăн -питре уяв кулли çиçет,

Килĕр-килĕр, хаклă хăнасем,

Килĕр-килĕр кĕтнĕ тăвансем.

Ырă кун пултăр хисеплĕ Вăрмар ĕçченĕсем тата пирĕн патне килнĕ хăнасем. Сире пурне те çак пысăк уяв ячĕпе саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей, вăрăм кун-çул сунатпăр. Акатуй çăкăрлă пулма пулăшать, теççĕ. Эпир те сире çăкăрлă-тăварлă пулма сĕнетпĕр".

Район администрацийĕн пуçлăхне А.Егорова тата Акатуя килнĕ хăнасене диктор сцена çине хăпарма ыйтать.

Ĕçре мала тухнисене, тĕрлĕ çĕртен килнĕ представительсене, район пуçлăхне А.Егорова çăкăр-тăварпа хăналаççĕ.

Стадиона уяв колонни кĕрет. Районти кашни ял администрацийĕнче вăй хуракансем ушкăнпа савăнăçлă кĕвĕ çеммипе сцена патне утса пыраççĕ.

Ял администрацийĕсенчен йĕркеленĕ уяв колонни хыççăн районти культура ĕçченĕсем вăйă картине тухрĕç.

"Айтăр, вăййа тухар-и?

Çỹл тỹпене пăхар-и?

Мĕн-ма юрлас мар

Çурхи туйăм пулсан чĕрере

Выляр, кулар, пĕрле савнар,

Туслăх пытăр, туссем ĕмĕре",- тесе хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров сăмах илет.

"Районăн хаклă çыннисем, хисеплĕ вăрçă участникĕсем, тыл ĕçченĕсем, пирĕн район хăнисем! Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарнипе тата çурхи уй-хир ĕçĕсем вĕçленнине паллă туса аллă виççĕмĕш хут ĕçпе юрă тата спорт уявне - Акатуйне чыслатпăр. Район администрацийĕ ячĕпе чун-чĕререн саламласа район экономикине тĕреклетес тĕлĕшпе ỹсĕмсем тума çирĕп сывлăх, тăнăçлăх сунатăп.

Районăн социаллă экономикине аталантарас енĕпе 2005 çулхи пĕрремĕш квартал итогĕсем тăрăх эпир республикăри районсем хушшинче тăххăрмĕш вырăн йышăнма пултартăмăр. Малашне тата та пысăк ỹсĕмсем тăвасса шанатпăр. Пирĕн ку енĕпе опыт, пĕлỹ, ĕçлес кăмăл та пысăк", - терĕ Анатолий Иванович.

Унтан вăл уяв пуçланни çинчен пĕлтерчĕ. Праçник салючĕ параççĕ. Уяв ячĕпе Чăваш Республикин ялавне Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ Н.Мясников, 2005 çулта Вăрмарти пĕрремĕш номерлĕ вăтам шкултан вĕренсе тухнă Е.Петрова, Арапуçĕнчи пĕтĕмĕшле вĕлỹ паракан шкулăн выпускникĕ Е.Васильев çĕклерĕç.

Чăваш Республикин Гимнĕ мăнаçлăн янăрать. Саламлă сăмах калама Чăваш Республикин экономика аталанăвĕпе суту-илỹ министрне Г.Акимовăна сăмах параççĕ. Вăл пухăннисене çурхи ака-сухана ăнăçлă тата пахалăхлă вĕçленĕ ятпа саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕ. Унтан район ĕçченĕсене Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн саламлă Çырăвне вуласа пачĕ. Ĕçре пысăк ỹсĕмсем тунăшăн ЧР ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисемпе "Шигали" хуçалăхри Ю.Иваншкинпа "Арабоси" агрофирмăри А.Никонов механизаторсене наградăларĕ. Икĕ çемьене çурт-йĕр çавăрма субсиди илмешкĕн свидетельствăсем пачĕ. Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, районти тĕп больницăн хирурги уйрăмĕн заведующийĕ В.Кириллов район халăхне саламларĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе çурхи ака-суха ĕçĕсене ăнăçлă ирттерес тата çĕрпе туллин усă курас енĕпе район администрацийĕн Хисеп грамотине тата "Ял хуçалăх предприятийĕн чи лайăх руководителĕ-2005" ята та "Арабоси" агрофирма пуçлăхĕ Г.Тимофеев тивĕçрĕ. "Çур аки чемпионĕ - 2005" ята "Арабоси" агрофирмăн механизаторĕ Н.Васильев çĕнсе илчĕ.

Ĕçре пысăк çитĕнỹсем тунăшăн "Шигали" хуçалăх руководителĕ А.Ульянов, "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикин директорĕ Н.Петров район администрацийĕн Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Поселок территорийĕнче тирпей-илем, хăтлăх кĕртес енĕпе лайăх ĕçленĕшĕн РФ Финанс министерствин федераллă казначействин районти уйрăмĕн пуçлăхне В.Петрова "Тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе ĕçлекен чи лайăх руководитель-2005" ята панă. Вĕсене хĕрлĕ хăюсем çыхрĕç.

Район экономикине аталантарас ĕçре тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн тата Акатуй ячĕпе производствăра тата ытти сферăра малта пыракансене тав турĕç, парнесемпе чысларĕç. Унтан уява килнĕ хăнасем: Шупашкарти Вăрмарсен янташлăхĕн вице президенчĕ Д.Егоров, Чăваш перекет банкĕн уйрăмĕн инкассаци секторĕн начальникĕ В.Кордиманов, Куславкка район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн начальникĕ Н.Матвеев, "Чувашия" патшалăх агрохими директорĕ Г.Чернов, "Хресчен сасси" хаçатăн тĕп редакторĕ С.Павлов, халăх поэчĕ В.Туркай ăмăртура мала тухнисене саламласа парнесем пачĕç, акатуя килнĕ халăха ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Ун хыççăн сцена çине район администрацийĕн пĕрлештернĕ тата районти культура ĕçченĕсен хорĕсем юрă-кĕвĕ шăрантарчĕç.

"Ай-хай ырă ял-йышсем те,

Тăван ен ĕçченĕсем.

Пирĕн юрри ташшисем те,

Пулччăр сире парнесем", - тесе культура çурчĕсен çумĕнчи пултарулăх коллективĕсем, Урнарти "Сарнар", районти "Парне" фольклор ушкăнĕсем тата ыттисем курма килнисене хăйсен юрри-ташшисемпе чылайччен савăнтарчĕç.

Акатуй тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсемпе те пуян.

1000 метрлă дистанцие чупассипе, шашка-шахматла, волейболла выляссипе, алă вăйĕ виçессипе, канат туртассипе те ăмăртусем çивĕч иртрĕç.

Спорт ăмăртăвĕсенче малти вырăнсене çĕнсе илнĕ спортсменсене пурне те чаплă та хаклă парнесем парса чыс турĕç.

Тутарла-пушкăртла кĕрешессипе йывăр виçеллĕ спортсменсем хушшинче пĕрремĕш - С.Павлов (Мăнçырма), иккĕмĕш - А.Михайлов (Кивĕ Вăрмар), виççĕмĕш - В.Степанов (Кивĕ Вăрмар) йышăнчĕç.

75 килограма яхăн таяканнисенчен пĕрремĕш - Г.Романов (Кивĕ Вăрмар), иккĕмĕш - Э.Иванов (Кавал), виççĕмĕш - А.Иванов (Вăрмар поселокĕ) вырăнсене тухрĕç.

Акапа Суха туйĕнче халăх пур кăмăлтан савăнчĕ.

"Çĕр-шыва чунтан саватпăр,

Чăваш çĕрĕн ачисем.

Пултаратпăр, тăрăшатпăр,

Эпир Вăрмар ĕçченĕсем.

Юрларăмăр та, ташларăмăр та,

Савăнтăмăр та, юлташсем!

Ыранхи кунсен, малалли ĕçсен

Çирĕп утăмне ĕненсе!", - терĕç ĕç çыннисем уявран килĕсене саланнă май.

З. ПАВЛОВА.



18 июня 2005
00:00
Поделиться