Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Савăнчĕ ял халăхĕ, юхрĕ юрă таврана

Савăнчĕ ял халăхĕ, юхрĕ юрă таврана

Çуралнă ялăм - маншăн пурте çывăх,

Çăл куçăн шывĕ кĕвĕллĕн юхни

Е çамрăк вăхăт, тăрă шыв пек сывлăх,

Асра çулла çара уран чупни...

      (Ю.Михеевăн "Çуралнă ял" сăввинчен).

Кашни çыннăн пурăннă чух чи хаклă вырăн пур. Маншăн вара кун пек вырăн - Çитмĕш ялĕ. Кашни урамĕ, килĕ, çырми, йăмри - пурте чуна çывăх. Район центрĕнчен 7-8 çухрăмра вырнаçнă тăван ялăм. Нумай паллă çынсем тухнă кунтан. Çулсем шунă майăн ял шăплăхах путма пуçланă. Ялти пуçламăш шкул та хупăннă, ачи-пăчисем те сахалланнă. Юлашки çулсенче вара çамрăксем яла юлма пуçланă. Хăш-пĕр çамрăк мăшăр виçĕ ача çуратма та хăраса тăман. Çапла вара ял ача сассисемпе тулма пуçланă. Ял хуçалăх ĕçĕ те малалла аталанма тытăннă, мĕншĕн тесен "тилхепе" çирĕп алăна лекнĕ. Управляющи пулса ĕçлеме ял халăхĕ Б.Воронова суйласа питĕ тĕрĕс турĕ. Унăн ĕçлес хастарлăхĕ çав тери пысăк. Вăл чăн-чăн Çитмĕш çынни пулни питех те палăрать, мĕншĕн тесен ялти кашни çитменлĕхшĕн унăн чунĕ ыратать, ырри пулсан халăхпа пĕрле савăнать. Юхăнма пуçланă ялти машинăпа трактор паркне те вăл ĕçлеме пуçласан чĕрĕлĕх хумĕ пырса çапрĕ. Ĕçлекен çыннăн чун-кăмăлне те çĕклентерсе яма пĕлет вăл. Çын ĕçпе кăна пурăнмасть, юрлас-ташлас та килет. Çавна шута илсе, 20-30 çул каялла пăрахăçа кăларнă ял уявне (Чиркỹ праçникне) тепĕр хут чĕртсе ячĕç. Унăн пуçаруçи Борис Илларионович Воронов пулчĕ. Т.Кузьминапа В.Григорьева, О.Кузьмин йĕркелỹ комитетĕнче пулса активлăх кăтартрĕç. Ял халăхĕ вĕсен пуçарăвĕпе килĕшрĕç. Çапла вара пĕчĕк ялăн пысăк савăнăçĕ - куç умĕнче. Ял халăхĕпе таврари ялсенчен те чылаййăн пуçтарăннă уява. Вĕсене саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров, Чулкас, Кĕлкеш ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем Н.Петровпа В.Данилов, район Пухăвĕн депутачĕ Ю.Данилов (Кĕлкеш округĕ), ялти активлă учитель-пенсионер Г.Егоров тата ыттисем те пухăннă. Тухса калаçакансем çак уява пуçарса яраканĕсене тав турĕç. Малашне те ырă йăла-йĕркене тытса пыма ырлăх-сывлăх сунчĕç. Г.Егоров кĕскен ял историйĕпе паллаштарчĕ. Çакă вара çамрăксемшĕн çав тери интереслĕ пулчĕ.

Уяв малаллах кĕрлерĕ. Ĕçре палăрнисене парнесемпе Хисеп грамотисем парса хавхалантарчĕç. Килнĕ хăнасене сăрапа тата çăкăр-тăварпа сăйларĕç. Ялти чи ватă арçынна Г.Сидорова тата чи ватă хĕр арăма К.Семенована парнесем пачĕç. Ялти чи сумлă та ватă, хисеплĕ ветеран, ылтăн алăллă Гриша пичче çак уява пуçарса яраканĕсене чĕререн тав турĕ, ял çитĕнĕвĕшĕн чăннипех те савăнчĕ. Çамрăксене яла пĕтме памалла мар пирки чĕнсе каларĕ. Чи пĕчĕк пепкесене те манса хăвармарĕç. Ватăсенчен пил илсе кĕçĕннисен ырă-сывă çитĕнмелле. Чи çамрăккисем Е.Васильева хĕр пĕрчипе Е.Кузьмин пĕчĕк каччă пулчĕç. Çамрăксенче-çке ялăн малашлăхĕ. Вĕсене те парнесем пачĕç, ỹссе çитĕнсе ăслă çынсем пулма пиллерĕç.

Уяв тăк уяв терĕç Çитмĕшсем. Кунтах шашлыкĕ те пиçет, тутлă апат-çимĕç, мороженăй сутаççĕ. Райпо, предпринимательсен сутуçисем уяврисемпе кăмăллă та тарават, тутлă апат çимĕçпе сăйланма чĕнеççĕ. Шупашкарти артистсем те килсе çитнĕ. Б.Егоров хамăр ял мăнукĕ çамрăк артистсен пĕр ушкăнĕпе пуçтарăннисен кăмăл-туйăмне татах та çĕклентерсе ячĕç. Вĕсемпе пĕрле пурте савăнчĕç, ташларĕç, юрларĕç.

Кăпăклă сăра ĕçрĕç, вĕри кукăль, хашлама çирĕç. Л.Егорова, М.Краснова, А.Иванова, Н.Иванова ку çимĕçсене килте хатĕрлесе уява илсе тухса хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç.

Р.Павлова пенсионерка балалайкăпа, М.Михайлов (таврара ăна "Боярский" тесен лайăхрах пĕлеççĕ) купăспа ташă кĕввисем каласа ташлаттарчĕç, юрăсем юрларĕç. Ял халăхĕ ĕçлеме кăна мар, савăнма пĕлнине те кăтартрĕ.

Çамрăксем волейболла вылярĕç, ытти тĕрлĕ спорт мероприятийĕсем те активлă иртрĕç. Волейболла выляса ялти çамрăксем Ямпай тата Кĕлкеш командисене пысăк бал пухса çĕнтерчĕç. А.Вороновапа А.Прокопьева предпринимательсем уяв ирттерме спонсор пулса пулăшрĕç.

Чылайччен савăнчĕ ял халăхĕ.

А. НИКОЛАЕВА.



18 июня 2005
00:00
Поделиться