Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сумлă та пархатарлă професси

о Июнĕн 19 - мĕшĕ - Медицина ĕçченĕн кунĕ

Сумлă та пархатарлă професси

Медицина ĕçченĕсем çын пурнăçĕшĕн чи яваплисем, чирлĕ çынна сыватса пурнăç, телей парнелекенсем, вилĕмрен çăлса малалла пурăнма шанчăк паракансем. Вĕсем çĕрне-кунне пĕлмесĕр çын пурнăçĕшĕн кĕрешеççĕ.

Медицина ĕçченĕн кунне пирĕн çĕр-шывра 1966 çултанпа кашни çулах июнь уйăхĕн виççĕмĕш вырсарникунĕнче паллă тăваççĕ. Ку уява пирĕн ĕçченсем кашни çулах çитĕнỹсемпе, çĕнĕлĕхсемпе кĕтсе илме тăрăшаççĕ. Больницăра 21 специальноçпа пĕр ĕç кунĕнче 350 çынна йышăнатпăр. Иртнĕ çулсенче ĕç кăтартăвĕсем тăрăх республикăра та лайăххисен шутĕнче пултăмăр. Халĕ те çав шайран анса ларасшăн мар. Районта пурĕ 560 медицина ĕçченĕ, вĕсенчен врачсем 54 - пурте квалификациллĕ специалистсем, халăх сывлăхне сыхлассине тĕп вырăна хураççĕ. Пĕтĕмĕшле практика врачĕсене хатĕрлесси те пысăк вырăнта. Çемье врачĕсем районта Арапуçĕнчи, Пысăк Енккассинчи участок больницисенче тата районти тĕп больницăн поликлиникинче ĕçлеççĕ. Тăваттăмĕш офис уçас тĕллевпех тепĕр врача ку енĕпе пĕлỹ пухма янă. Пурлăхпа техника базине те пуянлатсах тăратпăр. Нумаях пулмасть 1 миллион та 635 пин тенкĕ тăракан УЗИ аппарат илсе халăх ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме пуçланă. Пĕр талăкра çыннăн чĕри еплерех ĕçленине тĕрĕслекен прибор та пур. Юсав ĕçĕсем тăвасси те аван пулса пырать. Инфекци уйрăмне тĕпренех юсаса хальхи пурнăç ыйтакан требованисен шайне çитертĕмĕр. Кунта чирлисене сыватма пур условисем те çителĕклĕ - кашни уйрăмра вĕри шыв, туалет, ваннăй. Çавăн пекех хирурги уйрăмĕнче юсав ĕçĕсем тума пуçланă. Туберкулезпа чирлисене пăхакан кабинета та йĕркене кĕртнĕ. Медицина персоналне пĕрне ырласа тепĕрне хурлама çук, пурте питĕ тăрăшуллă. Кашни хăйĕн ĕçне пĕлсе туса пырать. Вĕсем яланах çын кăмăлне тивĕçтерессишĕн, халăх сывлăхĕшĕн тăрăшаççĕ.

В. ВАНЮКОВ,

район больницин тĕп врачĕ.



18 июня 2005
00:00
Поделиться