Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ỹсекен ăрура - пирĕн шанчăк

о Июнĕн 26-мĕшĕ - Раççей çамрăкĕсен кунĕ

Ỹсекен ăрура - пирĕн шанчăк

Вĕренỹрен пушă тапхăрта тата çуллахи каникул вăхăтĕнче çул çитмен 14-18 çулхи ачасене ĕçе хăнăхтарасси, профессин пуçламăш пĕлĕвне парасси, ăсталăха туптаса ĕç рынокĕнче вырнаçтарасси - районти ĕçпе тивĕçтерекен центрăн тĕп çул-йĕрĕсем пулса тăраççĕ. Ку пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Çамрăксен канăвне усăллă ирттерес, сывлăхне çирĕплетес, ĕçе хăнăхтарас тĕлĕшпе райадминистраци пуçлăхĕ А.Егоров ятарлă хушу та кăларчĕ. Чăнах, çул çитмен ачасене ĕç тупса парсан, укçа мĕн хак тăнине те хăвăрт чухласа илеççĕ вĕсем, хăйсене кăштах тыткалама та укçи-тенки пулĕ. Çакăнпа пĕрлех çул çитменнисен хушшинче преступлени тăвасси те чакĕ.

Ятарлă программăпа килĕшỹллĕн 14-18 çулхисене ĕçе явăçтаратпăр. 15 çула çитичченхи çамрăксене ĕçе вырнаçтармашкăн ашшĕн е амăшĕн килĕшсе çырса пани кирлĕ. Енчен те ача тăлăх пулсан, çакна вĕсене улăштаракан çын (опекун) тата опекăпа попечительство органĕ килĕшỹ параççĕ. Чи малтанах ăнăçсăр çемьесенчи ĕçсĕр граждансен, нумай ачаллă, тулли мар çемьесенчи, ирĕксĕр куçса килнисен ачисене, çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комиссире учетра тăракансене, тăлăхсене, ашшĕ-амăшĕн хỹтлĕхĕсĕр юлнисене, Чăваш Республика территорийĕнче вырнаçнă ача çурчĕсенчи, социаллă пулăшу паракан учрежденийĕсенчи ачасене ĕçпе тивĕçтерме тăрăшатпăр.

Июнĕн 20-мĕшĕ тĕлне районти предприятисемпе, организацисемпе 10 килĕшỹ туса çул çитмен 170 çамрăка вăхăтлăха ĕçпе тивĕçтернĕ. Ку енĕпе райпо, "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики, райпон "Нива" тулли мар яваплă обществи, "Шоркистринский" производство кооперативĕ, "Урмарыгаз" предприятисем çулсерен хутшăнса активлăх кăтартаççĕ, çамрăк ăрăва вăхăтлăха ĕç тупса парса хавхалантараççĕ. Çавăн пекех ачасем шкул çумĕнчи ĕçпе кану лагерĕсене те çум çумлама, сăрлама тата ытти ĕçсене хутшăнаççĕ.

Предприяти, организаци пуçлăхĕсен ачасене ĕçе явăçтарнă май, чи малтанах ĕç кодексĕпе килĕшỹллĕн ятарлă требованисене çирĕп пăхăнмалла. 18 çула çитичченхи çамрăксене вĕсен пурнăçĕшĕн, сывлăхĕшĕн сиенлĕ ĕç условийĕсенче, çĕр айĕнчи, ăс-хакăл аталанăвĕпе сывлăха сиен кỹме пултаракан ĕçсене явăçтарма юрамасть. Çавăн пекех çул çитмен ачасене çĕрле, палăртнă вăхăтран ытларах, канмалли тата уяв кунĕсенче ĕçлеттермелле мар. 14-16 çулхи ачасен ĕç вăхăчĕ - 5, 16-18 çулхисен 7 сехетрен иртмелле мар. Шкул ачисем вĕренĕве ĕçпе çыхăнтараççĕ пулсан, 14-16 çулхисен ĕç вăхăтне - 2,5 сехетрен, 16-18-сен - 3,5 сехетрен ирттермелле мар.

В. НЕСТЕРОВ,

центр директорĕ.



23 июня 2005
00:00
Поделиться