Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хуçи маттур, ĕçченĕсем хастар

о АПКри рефомăсене - пурнăçа

Хуçи маттур, ĕçченĕсем хастар

Пирĕн районта панкрута тухма тытăннă чылай хуçалăха бизнесменсем хăйсен çунатти айне илни паянхи рынок тапхăрĕнче тĕлĕнтермĕш мар. Кунта мал ĕмĕтлĕ, тарăн шухăшлавлă пуçлăх ĕçлени кирлĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров паянхи пурнăçа çĕнĕлле хаклама пултарни те ĕçлеме хавхалантарать. Хаклама пĕлнипе пĕрлех Анатолий Иванович ура çине тăма тытăннă предприятисене пулăшма пулни те паха. "ГИФ" хупă акционерлă обществăн директорĕ Р.Васильев пĕлтернĕ тăрăх вĕсен ял хуçалăх предприятийĕ çăмăллатнă майпа кредит илес енĕпе ятарласа район администрацине çырупа тухнă. Ку ĕç вырăнтан тапраннă. Çакăн пек пулăшу, пĕр-пĕринпе ăнланса ĕçлени вăй парса тăракан çăл куç пекех.

Çамрăк ял хуçалăх предприятийĕ 3 çул ăнăçлă ĕçлет. Паллах, пĕрлĕхе пĕр çĕре пуçтарма, ăна ỹсĕм çулĕпе аталантарса пыма сахал мар укçа-тенкĕ хывнă. Вулакан ас тăвать пулĕ, халиччен ку предприяти ДПМК пулнă. Вăл рынок экономикине вăхăтра алла илеймен пирки панкрута тухнă. Юрать-ха ытти хăш-пĕр предприятисем пек пайăн-пайăн саланса пĕтмерĕ. Ăна çийĕнчех туянчĕç. "Салатма пĕр кун, пуçтарма вара ĕмĕр", - тесе ахальтен каламан ĕнтĕ ватăсем. Вăл вара саланмарĕ. Хальхи вăхăтра предприятире пысăк пахалăхлă, экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕç - шампиньонсем ỹстереççĕ. Кунта пурĕ 9 цех, вĕсенчен çиччĕшĕнче техĕмлĕ кăмпасем ỹсеççĕ.

"Шампиньонсене ỹстерме пĕрре те çăмăл мар. Унăн валли ятарласа вырăн хатĕрлемелле. Çĕрмен тислĕк хывмалла, кăмпине ỹсмешкĕн цехра пĕр температура пулмалла. Ỹссе пынăçемĕн ăна вăхăтра татас пулать. Унтан холодильникре сивĕтмелле, унсăрăн вăл хуралма пултарать. Пĕтĕмĕшле каласан ĕçĕ нумай", - тет Рудольф Александрович цехсемпе, унти ĕçченсемпе паллаштарнă май. Шампиньонсене вара уйрăмах çуллахи вăхăтра пĕрре те ỹстерме çăмăл мар иккен. Ун çине шăнасем ларса чирлеттерес хăрушлăх та пур. Çак кăткăс ĕçе пурнăçлама, уйрăмах пысăк тимлĕх, ăста алăсем кирлĕ. Паянхи куна илес пулсан кунта пурĕ 55 çын вăй хурать. Ĕç вăйĕ татах та ытларах кирлĕ. Çапла вара ĕçрен хăраман пултаруллă çамрăксем валли "ГИФăн" алăкĕсем яланах уçă. Вĕсене кунти компост тăвакан ăста, пултаруллă цех начальникĕ В.Григорьев, тĕп инженер М.Орлов, Е.Иванов, С.Григорьева операторсем, склад заведующийĕ А.Павлова, кăмпа пуçтаракан Ю.Антонова, Ю.Коротковпа Г.Петров рабочисем тата ытти мĕн пур ĕçченсем яланах пулăшма хатĕр.

Кăçал ку ял хуçалăх предприятийĕн тĕллевĕсем пысăк: кунта пĕтĕмĕшле реконструкци ĕçĕсем туса ирттерме палăртнă. Çак ĕçе вĕсем пуçăннă та ĕнтĕ. Анчах укçи-тенки те сахал мар кирлĕ.

ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн "Чăваш Республикин агропромышленность комплексне патшалăх йĕркелесе тăрасси тата пулăшасси çинчен" Указĕнче агропромышленность производствинче сезон вăхăтĕнче тăвакан тăкаксем валли çăмăллатнă кредит илме май пурри çинчен палăртнă. Çавна май тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлама çăмăллăх кредичĕпе те усă курасшăн кунти ĕçченсем.

Паянхи пурнăçра аслă пĕлỹ илмесĕр, тупăш çине пăхса ĕçлемесĕр, çĕнĕ технологисемпе усă курмасăр пурăнма май çук. Тарăн шухăшласа ĕçлемелле. Çакна вара Рудольф Александрович яланах асра тытать.

З. ЕЛАКОВА.



23 июня 2005
00:00
Поделиться