Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тăрăшсан ỹсĕм пулать

о Республика кунне - çитĕнỹсемпе

Тăрăшсан ỹсĕм пулать

Юлашки çулсенче пирĕн район республикăри ытти районсем хушшинче социаллă-экономикăллă кăтартусемпе чылай çỹлерех хăпарчĕ. Акă кăçалхи пĕрремĕш квартал итогĕсемпе республикăра 9-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Çак çитĕнỹре "Арабоси" агрофирмăн тỹпи те пысăк. Ахальтен мар ĕнтĕ ку агрофирмăн пуçлăхне районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче - Акатуйĕнче - "Ял хуçалăх предприятийĕн чи лайăх руководителĕ-2005" ята пачĕç. Мĕншĕн тивĕçнĕ-ха вăл çак хисепе? Ĕçлеме ỹркенменнипе. 2005 çулхи 5 уйăхри экономикăллă кăтартупа районти чи лайăх хуçалăхсене шута илсен Арапуçсен кăтартăвĕсем чылай лайăхрах. Вĕсен ĕçне чăннипех те куçпа курса ĕненес тĕллевпе Арапуçне çул тытрăм. Унтан тỹрех - сысна фермине. Хуçалăхри тĕп зоотехникпа В.СТЕПАНОВПА тата сысна фермин заведующийĕпе С.ПЕТРОВПА калаçрăм, витесенче пултăмăр.

Хуçалăхра паянхи куна 1578 пуç сысна, çав шутран пуçласа çăвăрлаканнисем - 128, тĕп амасем - 70, ыттисем вара - пĕчĕк çурасемпе самăртма хупнисем. Вĕсен ỹт хушаслăхĕ те самаях пысăк. Амăшĕ çумĕнчи пĕчĕк çурасем халичченхи çулсенче талăкра 50-60 грамм ỹт хушнă пулсан, халĕ вăтамран - 200 грамм, тĕп амасенчен çурасене 16-18 килограма çитсен уйăраççĕ. Талăкри ỹт хушăмĕ 2-4 уйăхрисен - 400 грамм, 4 уйăхран иртнисен - 700-800 грамм таран ỹсет. "Мĕнре-ха çакăн вăрттăнлăхĕ?" - текен шухăш пуçа пырса кĕрет. Вĕсем каласа панă тăрăх ытлашши, çын ĕçлемелле марри нимех те çук иккен. 1997 çулта ку фермăра пурĕ 300 пуç сысна пулнă. Ĕç условийĕсем те хальхи пек пулман. Ỹт хушаслăхĕ те начар, çурасем вилесси те пулнă. Икĕ çул каялла вара 900 пуç сысна шутланнă, халĕ - 1578. Çак çитĕнĕвĕн пĕрремĕш утăмĕ вăл - апата типĕлле çитерме пуçлани. Кунта ĕлĕкхи пек кормоцех ĕçлемест. Витесенче те тап-таса. Самăртма хупнă сыснасем халичченхи пек мар, урăхла реконструкциленĕ витере пурăнаççĕ. Пĕр ушкăн хыççăн тепри пырса апатланаççĕ, шыв ĕçеççĕ. Апачĕ вара умран талмасть. Пĕрре курсан тĕлĕнмелле пек, витере айсарăмĕ те урăхларах. Чи малтан 40 сантиметр хулăнăш хăйăр сарса тухнă - унтан улăм. Сыснасем тап-таса. Кунта апачĕ те тĕрлĕрен. Тулă, урпа авăртаççĕ те ун çумне белоклă витаминлă минералсем (БВМД) хушаççĕ. Виçĕ кунхи çурасене те сĕт вырăнне грануллă витаминлă хутăш çитереççĕ. Кашни ушкăн валли хăйсен комбикормĕ уйрăм. Çĕнĕлĕх - хамăр районтах, юнашарах иккен, таçти инçете кайса та çỹремелле мар. Çак ĕçсене пурнăçлама çыннисем те нумаях та кирлĕ мар. Самăртнă çĕрте В.Ефремова, В.Александров, тĕп ама пăхнă çĕрте Н.Шорина, В.Дмитриева, Л.Куприянова свинаркăсем ĕçлеççĕ. Н.Панасюкпа П.Кузьмин скотниксем ырми-канми вăй хураççĕ. Е.Михайлова ветеринари врачĕ санитари правилисене çирĕп пăхăнса ĕçлеттерессишĕн çине тăрать.

Ĕçне кура - тупăшĕ те. Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕхрен пĕрремĕш кварталта 575 пин тенкĕлĕх тупăш пулнă иккен. Кунта вăй хуракансене ĕç укçи веçех тỹлесе татнă.

Малашлăх Арапуçсен анлă. Вĕсем ку çул вĕçленнĕ тĕле сыснасен пуçне 3 пине çитересшĕн. Ĕнесене те кăкарса тăратмасăр усрама пуçласшăн. Халĕ кунта ĕне выльăхран сĕт суса илме уйрăм вите хăпартма тытăннă.

"Ĕçлесен пурăнма пулать", - тет хуçалăхри тĕп зоотехник В.Степанов.

А. НИКОЛАЕВА.



23 июня 2005
00:00
Поделиться