Вăрçă тухман пулсан...
о Паттăрлăх
Вăрçă тухман пулсан...
"Ытла та вăхăтсăр ватăлтăм-тăр -
Çапла шăпаллă - сан çуккă айăп.
Епле илемлĕ мăшăр пулаттăмăр,
Вăрçă тухман пулсассăн..."
Çак сăмахсемлĕ юрă питĕ савăк кĕвĕллĕ мар, тунсăх та хурланчăк туйăм çуратать.
"Астăвăм" кĕнекен иккĕмĕш томĕнче Вăрмар тăрăхĕнчен 1941-1945 çулсенче фронта 6890 çын кайнă тесе палăртнă. Вĕсенчен 4131-шĕ киле таврăнайман. Вăрçă тухман пулсан вĕсем çемйисемпе е çемьесем çавăрса пурăннă пулĕччĕç, ача-пăча ỹстерсе савăнĕччĕç. Тăван çĕр-шыв хăватне ỹстерĕччĕç. Вăрçă тухман пулсассăн...
17, 18, 19 çулсенчех салтак тивĕçне пурнăçласа пуç хунă çамрăксем. Кивĕ сăн ỹкерчĕксене пăхса ларнă май 1939 çулта çаптарнă сăн ỹкерчĕке тимлерĕм. Чупай ялĕн арĕсем, çирĕм иккĕн вĕсем. Çар комиссариатне призыв йĕркипе чĕнтернĕскерсенчен хăшĕ-пĕрисене çав çулах салтака илсе кайнă, теприсене 1940-мĕшĕнче. Вăрçă пуçлансан пурте çапăçăва кĕнĕ, малтанхи кунранах. Çирĕм икĕ çамрăкран пиллĕкĕшĕ çеç тăван киле çаврăнса çитейнĕ. Ыттисем паттăрла çапăçса вилнĕ, хыпарсăр çухалнă... Хыпарсăр çухалнисем хушшинче Алексей Семенович Семенов та пур. 1920 çулта çуралнă вăл. Шкулта вĕреннĕ, илемлĕх енне туртăннă. Районти "Хĕрлĕ ялав" хаçатра заметкăсем, сăвăсем пичетленĕ. Улатăрта Илемĕш училищинче вĕреннĕ хыççăн ăна редакцие литсотруднике ĕçлеме йышăнаççĕ.
Çавăн чухне çуралнă пулĕ унăн юратупа туслăха халалланă сăввисем. Ялĕнче пĕр класра вĕреннĕ тусĕ Дуся Канашра фельдшерсен шкулĕнче пĕлỹ пухать. Вырсарникунсенче киле таврăнсан икĕ çамрăкăн пĕр-пĕрне каламалли чылай пухăнать. Вăййа тухакан яш-кĕрĕме савăнтарма сăвăсем те, шỹтлĕ калавсем те çырнă ĕнтĕ...
А.Семеновпа пĕр тăванĕн ывăлĕ Л.Иванов каласа панинчен:
"Çав вăхăта кăштах астăватăп. Пирĕн урама хĕрсем, каччăсем пухăнатчĕç. Вăл вĕсене хăй çырнă сăвăсене, калавсене вуласа паратчĕ, ỹкерчĕкĕсене кăтартатчĕ. Питĕ ăшă кăмăллă каччă пулнă ĕнтĕ, ун тавра яланах тус-юлташсемччĕ. 1940 çулта ăна Хĕрлĕ Çара илчĕç. 1941 çулхи çу уйăхĕнче отпуска килсе кайрĕ. Вăрçă пуçланчĕ те вăл унтан таврăнаймарĕ. Шел, унăн хучĕсене, çырăвĕсене упраймарăмăр, темшĕн ăс çитмен".
Мĕнле салтак пулнă-ши Алеша Семенов?! Хăравçă пулман ĕнтĕ, тăшмана хирĕç çапăçнă чухне аллинчи пăшалĕ те чĕтремен. Çакна ун сăнарне уçăмлатакан сăввисемпе калавĕсем çирĕплетеççĕ: нумаях мар вĕсем, пичетленисене пухсан та пĕр пĕчĕк кĕнекелĕх çеç пуçтарăнаççĕ. Илемлĕх ăнлавĕ, туйăмĕ пысăк пулнă Алексей Семеновăн, пулас сăвăçăн, талантлă художникăн.
"Çамрăк авторсен кашни сăвăрах çĕнĕрен çĕнĕ шухăшсем, сăнарсем пулччăр тесен, сăвă техникине тĕплĕн вĕренмелле, кулленех пурнăçа сăнани, шухăш тата сăмах запасĕ çителĕклĕ пулни кирлĕ. Сăвăсене татăклă та витĕмлĕ фактсемпе, чаплă художниксен картинисем пек илемлĕ сăрăсемпе сăрласа-художествăлла пултарулăхпа çырмалла. Çапла тусан çеç сăвăсем вулакана çĕклентерме пултараççĕ", - тесе çырнă вăл пĕр статйинче. Çарта хĕсметре тăнă чухне те аллинчен кăранташне вĕçертмен. Акă вăл "Хĕрлĕ ялав" редакцине "Пĕр çемьери пек пурăнатпăр" ятлă çыру янă. Çемен Элкерĕн "Сунтал" журналта пичетленнĕ "Курортра" калава тата М.Степхин çырнă "Менельник кунĕ" комедие салтаксене куçарса панă вăл.
Ялти савнă хĕрĕ вара... Вăрçă пуçлансан çирĕмри фельдшера Евдокия Волкована та çара илеççĕ. Смоленск таврашĕнчи çапăçусене хутшăнать. 526 уйрăм артиллерипе пулемет батальонĕн санитари службин начальникĕ пулать. Пĕтĕмĕшле контузие, урана тимĕр ванчăкĕ лексе йывăр аманнине тỹссе ирттерет. Вăрçă пĕтичченех фронтра пулать вăл, 1946 çулта Аслă Отечественнăй вăрçăн I степень орденĕпе, "Хастарлăхшăн", "Германине çĕнтернĕшĕн" медальсемпе тата ура шăмминче мина ванчăкĕпе тăван яла таврăнать.
Унпа пĕр ỹсĕмрисенчен чылайăшĕ вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Савнă тусĕнчен хыпар çук иккен. Фронтран янă пĕртен-пĕр çыру-сăвви çеç вăл пулнине ас тутарать:
"... Эп ăнланап: çак вăхăтра
Мана савнийĕм асăнать.
Вăл аса илет пуль: "Савнă Леша,
Чĕре пĕр саншăн çеç çунать".
Алеша Семенов Новгород-Волынскинче хĕсметре тăнă. Фашистсене хирĕç вăйлă çапăçусем пынă кунта. Тăшман хулана ярса илнĕ пулсан та малалла каяйман, вĕсене чарса лартнă.
"Астăвăм" кĕнекинче Алексей Семенович Семенов ЊЭрхимЌ 1943 çулхи кăрлач уйăхĕнче хыпарсăр çухалнă тенĕ. Хыпарсăр çухалнă савнă тусне Евдокия Кирилловна ĕмĕрĕпех кĕтсе пурăнчĕ, ял хушшинче ырă кăмăллă, таса чунлă пулчĕ.
Вăрçă тухман пулсассăн пĕр-пĕрне савнă çынсен юратăвĕ вутра çунса кĕлленместчĕ...
В. ЦЫФАРКИН.
Чупай ялĕ.