Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление главы администрации Урмарского района с Днем молодежи России

Районăн хисеплĕ яшĕсемпе хĕрĕсем, çамрăк çыннăмăрсем!

Сире Раççей çамрăкĕсен кунĕ ячĕпе мĕн пур ăшă сăмахсемпе саламлатăп.

Эсир çĕр-шывăн пуласлăхĕ, тĕреклĕхĕ. Эпир çитĕннисем, сирĕн умăрта пуриншĕн те яваплă.

Хальхи нумай енлĕ те кăткăс пурнăçра пирĕн чи пысăк тĕллевсенчен пĕри - çамрăк ăрăва аталантармашкăн, пĕлỹ илмешкĕн лайăх условисем туса парасси, çамрăксене хăйсен тивĕçлĕ вырăнне тупма пулăшасси.

Шел, тĕрлĕ сăлтавсене пула патшалăх çамрăксене хальлĕхе кирлипе пĕтĕмпех тивĕçтерме пултараймасть-ха.

Анчах та эсир çак кăткăс вăхăтра пуç усманни, пуласлăхалла шанса, ĕненсе тинкерни савăнтарать.

Эсир ỹлĕмрен те ырă кăмăллă та маттур, патвар та хастар пуласса шанатăп. Сире çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, тулăх пурнăç, хаваслăх, пур ырă ĕмĕтсене пурнăçлама сунатăп. Ĕçĕр яланах ăнăçлă та пархатарлă пултăр.

Вăрмар район

администрацийĕн пуçлăхĕ                   А.И. Егоров



25 июня 2005
00:00
Поделиться