Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ỹссен эсĕ кам пулан?

о Профильлĕ вĕрентỹ

Ỹссен эсĕ кам пулан?

Вăрмар поселокĕнчи Г.Е.Егоров ячĕллĕ 1-мĕш вăтам шкул ĕçченĕсем вĕренекенсене тĕрĕс професси суйласа илме хăнăхтарас енĕпе ырми-канми вăй хураççĕ. Шкул директорĕ В.Макарова ертсе пынипе профильлĕ тата профиль умĕнхи вĕрентỹ вăй илсе пырать. Пурнăçра кирлĕ професси суйласа илме пулăшас тĕллевпе аслă классенче вĕренекенсене ятарлă пĕлỹ параççĕ кунта. Ачасем аслă шкулсене вĕренме кĕриччен вăтам шкултах хăйсем суйласа илес текен професси çинчен тĕплĕнрех те анлăрах пĕлме пултараççĕ.

Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче 10-мĕшсем физикăпа-математика, гуманитари, биологипе хими профилĕпе пĕлỹ паракан классенче вĕренчĕç. Çитес çул вара тата тепĕр профиль хутшăнĕ - информаципе технологи класĕ.

9-мĕшсем вара профиль умĕнхи вĕрентỹ паракан классенче пĕлỹ пухрĕç. Вĕсем хăйсене килĕшекен элективлă курссем суйласа илсе тавракурăмне аталантарчĕç. Тĕрлĕрен професси çыннисемпе тĕл пулчĕç, районти предприятисемпе организацисене çитсе курчĕç. Акă тĕслĕхрен вĕренекенсем Вăрмарти çăкăр заводĕнче хăнара пулчĕç. Кăмăллăн кĕтсе илчĕç вĕсене тарават хуçасем. Çăкăр-пĕремĕк пĕçерекен, кăлпасси тата тутлă шыв тăвакан цехсенче курса çỹрерĕç, интересленсе итлерĕç вĕсем хăйсене çак ĕç çинчен каласа паракан завод ĕçченĕсене. Кăлпасси тăвакан цех пуçлăхĕ В.Дуткин ачасен ыйтăвĕсем çине туллин хуравларĕ.

Е. ЛАРИОНОВА.

Вăрмарти 1-мĕш вăтам шкул.



29 июня 2005
00:00
Поделиться