Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Аталану çулĕпе

о Вăрмар райповне - 75 çул

Аталану çулĕпе

Вăрмар райповĕ аталану çулĕпе сулмаклăн утать. Çакна çирĕплетсе калама сăлтав çителĕклĕ. Эпир çултан çул суту-илỹпе пулăшу ĕçĕсене анлăлатса, производство хăватне ỹстерсе пыратпăр. Паллах, хăй тĕллĕн нимĕн те пулмасть: палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме сахал мар вăй хумалла. Райпон ĕçчен те туслă коллективĕ малашлăха курса йывăрлăхсемпе ăнăçлă кĕрешет, палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пырать. Ĕçне кура хисепĕ: Кооперативлă предприятисенче тавар туса кăларассипе ăнăçлă ĕçленĕшĕн пирĕн райпо малтанхи çулсенче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илсе РФ Центросоюз дипломне темиçе хутчен те тивĕçнĕ. Кун пек кооперативлă предприятие паян рынок тапхăрĕнче аталану çулĕпе çирĕп те шанчăклă, ăслă-тăнлă руководитель кăна тытса пыма пултарать. Константин Владмирович НИКИТИН вара райпо ĕçĕнче 16 çул вăй хурать. Унăн опычĕ те пур, ĕçлес пултарулăхĕ те пысăк. Çавăнпа та райпо çулран çул ỹссе, тĕрекленсе пырать.

Паянхи рынок тапхăрĕнче конкуренци тени ура хурса пырать пулсан та, чĕркуçленсе ларма шутламастпăр. Производствăна çĕнĕ технологисем кĕртсе аталантарса пыма тăрăшатпăр. Пирĕн тĕллев - хамăр производствăна аталантарса пахалăхлă продукци туса кăларса ăна халăха туянтарасси, вĕсен ыйтăвĕсене пур енлĕн тивĕçтересси. Çакна шута илсе райпон "Вăрмарти çăкăр завочĕ", "Нива" тулли мар яваплă обществăсем, обществăлла апатлану предприятийĕнче ĕçлекенсем пур вăй-халпа тăрăшаççĕ. Кăçалхи 5 уйăхри кăтартусем те курăмлă. Райпон пĕтĕмĕшле тавар çаврăнăшĕ 45664 пин тенкĕпе танлашнă. 27032 пин тенкĕлĕх ваккăн тавар сутнă. Унсăр пуçне обществăлла апатлану предприятийĕн тавар çаврăнăшĕ 5150 пин тенкĕпе танлашнă. Вĕсенчен 2363 пин тенкĕлĕх хăй туса кăларнă продукци.

Райпон халăха эмел сутакан тата ветеринари аптекисем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Кăçалхи 5 уйăхра ветаптека - 398, халăха 887 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ эмелсемпе тивĕçтернĕ. Райпо хуçалăхĕн ĕçĕ нумай енлĕ: суту-илỹпе, хатĕрлевпе, производствăпа пĕрлех вун-вун тĕрлĕ пулăшу ĕçĕ вăй илсе пырать. Çак ĕçĕн пахалăхне ỹстересси потребкооперацийĕн социаллă миссийĕ тесе палăртнă. Çак миссие райпо хăйĕн тỹпине туллин хывать.

Йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен "Ромашка" çурчĕн ĕçченĕсем халăха тĕрлĕ тỹлевлĕ пулăшу ĕçĕсем кỹреççĕ. Кăçалхи 5 уйăхра вăл 97 пин тенкĕпе танлашнă. Кунта парикмахерскин 2 залĕ, атă-пушмак, телерадиоаппаратура юсакан мастерскойсем, фотоателье пур.

Ял лавкки - потребкоопераци центрĕ. Пысăк Енккассинчи кооперативлă предприятийĕн Њдиректорĕ Л.ТимофееваЌ сутуçисем кăçалхи 5 уйăх планне тултарнă, 7609 пин тенкĕлĕх тавар сутнă. Чулкасри кооперативлă предприятийĕн Њдиректорĕ З.СтепановаЌ сутуçисем те вĕсенчен кая юлмаççĕ 3337 пин тенкĕлĕх сутнă. Çав шутран Энĕшпуç лавкки сутуçисем те малтисен ретĕнче. Вĕсем 1040 пин тенкĕлĕх халăха тĕрлĕ таварпа тивĕçтернĕ. Мăнçырмари кооперативлă предприятийĕ 3719 пин тенкĕлĕх халăха тавар сутнă.

2004 çулта Чăвашпотребсоюз республикăри суту-илỹ предприятийĕсем хушшинче ирттернĕ "Чи лайăх кулинари лавкки" конкурсра пирĕн кулинари лавкки пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Райпон "Вăрмарти çăкăр завочĕ" тата "Нива" тулли мар яваплă обществăсем 5 уйăхра 7126 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Çав шутран çăкăрпа булка изделийĕсене - 4 миллион та 2 пин тенкĕлĕх. Тавар ассортиментне пуянлатас тĕлĕшпе те тăрăшатпăр. 4 тĕрлĕ макарон, 20 йышши кондитер изделийĕсем лайăх пахалăхпа палăрса тăраççĕ. Юлашки вăхăтра çĕнĕрен кăларакан "Фруктовый" ятлă рулетпа "Яльчикские" премĕке те хăвăрт туянса пĕтереççĕ. Вĕсене вара ăста алăллă ĕçченсем - Е.Иванова, Л.Петрова, И.Табакова, О.Васильева, Н.Иванова хатĕрлеççĕ.

Паянхи куна çăкăр пĕçерекен цехра 14 çын тăрăшать. Н.Львова, А.Павлова, Н.Матвеева пекарьсем, А.Маленков оператор хăйсен ĕçне чунтан парса вăй хураççĕ. Çакна палăртма кăмăллă: пирĕн завод туса кăларакан продукци Мускаври ярмăрккăра та лайăх сутăнать, Раççей рынокĕнче те вăй илсе пырать.

Л. ШАШКИНА,

райпо правленийĕн председателĕ.



29 июня 2005
00:00
Поделиться