Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хисеплĕ вĕрентекенсемпе пуян тĕнче

о Династи

Хисеплĕ вĕрентекенсемпе пуян тĕнче

Пирĕн пĕчĕк çĕр-шывăн - Чăваш Енĕн пуласлăхĕ - паянхи çамрăксенче. Вĕсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕнчен, çивĕч ăс-тăнĕпе пуçарулăхĕнчен килет пирĕн çутă малашлăх. Ỹссе çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлỹ, тĕрĕс воспитани парассипе ырми-канми ĕçлеççĕ пирĕн вĕрентекенĕмĕрсем. Вĕсен ĕçĕ ырă, сумлă, сăпайлă, хисеплĕ. Çапла, Аслă Чакри ГРИГОРЬЕВСЕМ те пархатарлă ĕçе чунтан парăннă. Ачасене вĕрентес ĕçе мĕн пур ăсталăха, опытпа пĕлĕве парса вăй хураççĕ вĕсем. Йăхран-йăха, ăруран-ăрăва куçса пыракан профессие ачисем те суйласа илсе пысăк сăвап кỹреççĕ.

Халăха вĕрентес ĕçĕ пуçараканĕ - 1924 çулта çуралнă Ольга Сильвестровна Никитина. 1941 çулта Красноармейски районĕнчи Именкасси ялĕн шкулне вĕренсе пĕтерсен, çав çулах И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн филологи факультетне вĕренме кĕрет вăл. Анчах хаяр вăрçă хĕрĕн çутă ĕмĕт-тĕллевĕсене татать. О.Сильвестрова ял Совет секретарĕнче тăрăшать. Унтан парти хушăвĕпе часах çамрăк хĕрарăма шкула кĕçĕн классене вĕрентме яраççĕ. Каярахпа вăл Çĕрпỹри педагогика техникумне вĕренсе пĕтерет. Вĕренекенсем учительницăна хисепленĕ, Ольга Сильвестровна та унăн ачисем çĕр-шыва юрăхлă, тивĕçлĕ граждансем çитĕнессе чунтан шаннă. Хисеплĕ вĕрентекен 1943 çултан тытăнса 1975 çулчченех Красноармейски районĕнчи Супарти шкулта тăрăшнă. Мăшăрĕпе - Аристарх Никитич Никитинпа - 5 ача çуратса ỹстернĕ, пурнăçăн анлă та тумхахлă çулĕ çине тухма пил панă. Вĕсем: Роза, Руслан, Зоя, Надя, Галя. Ольга Сильвестровнан ĕç стажĕ 32 çул пулнăран, вăл юратнă ачисем хăй такăрлатнă профессие суйласа илессе ĕмĕтленнĕ. Пилĕк ачинчен иккĕшĕ - Надьăпа Зоя - тăван амăшĕн çул-йĕрне суйласа илеççĕ. Надежда Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухсан, А.И.Герцен ячĕллĕ Ленинградри педагогика институтне вĕренме кĕрет, Зоя вара И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх институчĕн физикăпа математика факультетĕнче пĕлĕвне малалла ỹстерет. Хальхи вăхăтра Зоя Аристарховна ялти вăтам шкулта ачасене математика предметне вĕрентет, çамрăк ăрăвăн ăс-тăнĕпе тавра курăмне çивĕчлетме пулăшать. Унăн вĕренекенĕсем районти, республикăри олимпиадăсене час-часах хутшăнса пĕрремĕш вырăнсене пĕрре кăна мар тивĕçнĕ. Алла аттестат илнисем те аслă шкулсене çул тытса хисеплĕ вĕрентекенĕн ĕçне суйласа илсе вĕренеççĕ. Ачасене пĕлỹ парас ĕçе 32 çул панă вăл. Çак тапхăрта "Раççей Федерацийĕн халăха вĕрентес ĕç отличникĕ", "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ", "Ĕç ветеранĕ" ятсене тивĕç пулнă. Зоя Аристарховна мăшăрĕпе Михаил Георгиевичпа икĕ ача ỹстерсе çитĕнтернĕ - Татьяна тата Александр. Шкул вĕренсе пĕтерсенех иккĕшĕ те амăшĕн профессине суйласа илнĕ. Александр, шкул саккинченех тĕрĕс наукăсемпе кăсăкланнăскер, педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕнчен вĕренсе тухсан çулталăк Аслă Чакри шкулта ачасене пĕлỹ парассипе тăрăшнă. 2004 çулта аспирантурăран вĕренсе тухсан, çак университетрах информатика предмечĕн кăткăслăхĕсене çамрăксене хăнăхтарать.

Хĕрĕ - Татьяна, кĕмĕл медальпе шкула вĕренсе пĕтернĕскер, педагогика университечĕн математикăпа информатика уйрăмĕнче ăс пухать, амăшĕ пекех математика предмечĕпе вĕрентме ĕмĕтленет.

Ачасене çирĕп пĕлỹ парса ỹстерессишĕн мĕн пур вăй-халне паракан пултаруллă, хастар вĕрентекенĕмĕрсене ашшĕ-амăшĕсем тав тăваççĕ, вĕсемпе ял-йышсем тивĕçлипех мухтанаççĕ.

В. ГУРЬЕВА.



29 июня 2005
00:00
Поделиться