Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ипотекăпа - хăтлă çурт-йĕр

о Çамрăксене - патшалăх пулăшăвĕ

Ипотекăпа - хăтлă çурт-йĕр

Çемье хăйĕн кил-çурчĕ пулсан çирĕп пулнине пурте пĕлеççĕ. Çурт пулсан çемье тĕреклĕ, тулли, хăтлă. Хальхи вăхăтра тинтерех чăмăртаннă çамрăк çемьене хăй тĕллĕн кăна çурт-йĕр çавăрма питĕ йывăр. Çавна май, ЧР Правительстви, Н.Федоров Президент çамрăк çемьене пулăшса çурт-йĕр çавăрма тĕрлĕ çăмăллăхсемпе усă курма майсем туса панă. Вĕсенчен пĕри - вăрах вăхăта çăмăллăхпа паракан ипотека кредичĕ. Ку çăмăллăхпа вара пирĕн районти çамрăк çемьесем чылай усă курчĕç. Акă тĕслĕхрен, Кивĕ Вăрмарти В.Матвеевсен çемйинех илер. Надежда Юрьевнăпа Валерий Николаевич 200 пин тенкĕ таран ипотека кредичĕ илсе хăтлă çурт-йĕр çавăрма пултарчĕç. Халĕ Марина, Катя, Вера ятлă хĕрĕсемпе пĕрле çĕнĕ, капмар çуртра пурăнаççĕ. Тĕллевсем, ĕмĕтсем пысăк. Çитес вăхăтра мунча, мастерской хута ямалла. Çуртăн иккĕмĕш хутĕнче те строительство ĕçĕсене вĕçлесе пĕтермелле. Кăçал кил-çурта та, картишĕнче те хăтлăх кĕртессипе ырми-канми тăрăшать Матвеевсен пултаруллă çемйи.

З. ПАВЛОВА.



29 июня 2005
00:00
Поделиться