Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

"Сударушка" клубра

о Культура

"Сударушка" клубра

"Хĕрарăма яланах юратăр" - çапларах ятлă пулĕ паянхи пирĕн тема", - пĕлтерет уйăхсерен иртекен "Сударушка" клуба йĕркелесе пыракан С.Щербакова библиотекарь. 1998 çултанпа пуçтарăнаççĕ вĕсем районти библиотекăна: кунта шкул çулне çитнисенчен пуçласа тивĕçлĕ канăва тухнисем таранах. Вĕсен пурин те пĕр тĕллев: çак кĕтнĕ вăхăта усăллăрах та пахалăхлăрах, савăнăçлăрах ирттересси, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашса пырасси.

Ку хутĕнче пуçтарăннисемшĕн вара чăннипех те уяв пулчĕ тейĕн. Ара, сăлтавĕ те пур-çке. Шăпах çак вăхăт хăйне евĕр илемлĕ вĕт-ха: çут çанталăк чĕрĕлет. Конкурс евĕр йĕркеленĕ хаваслă кану пурне те тыткăнларĕ: панă рифмăсенчен сăвă хайласси, хĕрарăмăн çи-пуçĕпе çыхăннă ыйтусем çине тĕрĕс хуравласси, арçынпа хĕрарăм, хушшинчи пулăмсене виçеллĕ хакласси тата ытти те пулчĕç. Хыççăн чи-чи пултаруллине, тавçăруллине палăртрĕç. Çĕннине пĕлес-курас туртăмĕ те пысăк пулчĕ. Акă библиотека çырăнса илекен "Сад и огород", "Сельская жизнь", "Наука и жизнь", "Приусадебное хозяйство" журналсене тишкерсе тухрĕç. 2005 çул Парксемпе садсен çулталăкĕ пулнине палăртрĕç, район администрацийĕ кăларнă хушура çак ĕçе епле пысăк тимлĕх уйăрни çинче чарăнса тăчĕç, программăпа тĕплĕн паллашрĕç.

Çĕнĕ информаци технологийĕпе те анлăн усă кураççĕ вĕсем кунта. Акă садсемпе парксен ятарлă сайчĕ, ют çĕр-шывсенчи сайра тĕл пулакан чечексене те кĕртнĕ. Çапла, питĕ кăсăклă, темĕн те пĕлме пулать.

Пухăннă хĕрарăмсем савăк кăмăллă, пичĕсенче хаваслă йăл кулă. Каçченех савăнчĕç, юрларĕç, ташларĕç, шỹтлĕ сăвăсем каларĕç.

И. АНТОНОВА.

Арапуç ялĕ.



29 июня 2005
00:00
Поделиться