Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вĕсен те пурăнас килнĕ

о Вăрçă ахрăмĕ

Вĕсен те пурăнас килнĕ

1941 çул. Июнĕн 22-мĕшĕ. Çĕр-шывшăн калама çук хăрушă вăрçă пуçланнă. Çак кунăн синкер вăхăчĕ пирĕн район çыннисене те пырса тивнĕ. Кашни килĕн кантăкне тенĕ пекех вилĕм шаккама пуçланă кун. Çак кун вара тăван халăх асĕнче - 64-мĕш çул.

Вăрçăра ĕмĕрлĕхех куçне хупнă паттăрсене асăнма пуçтарăнчĕç те ĕнтĕ Вăрмар поселокĕнчи "Çĕнтерỹçĕ-салтак" палăкĕ умне. Çĕнтерỹçĕ паттăр салтаксем вара пирĕн районта та нумаййăн.

Çанталăкĕ те вăрçăра вилнисене аса илсе макăрнă пекех - кунĕпе çумăрĕ те вĕттĕн çуса тăчĕ. Симĕс курăка куççульпе шăварчĕ тейĕн. Тĕлĕнмелле вăрттăнлăх пурах пулĕ çĕр çинче. Çĕнтерỹ кунĕ - майăн 9-мĕшĕнче - кунĕпех сап-сарă хĕвел ăшăтрĕ, пур халăхпа пĕрле савăнчĕ çанталăкĕ.

Хурлăхлă кун ячĕпе ирттерекен митинга поселок администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Егоров уçса райадминистрацийĕн пуçлăхне А.Егорова сăмах пачĕ. "Июнĕн 22-мĕшĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă кун. Шăпах çак кун пирĕн Тăван çĕр-шыври мĕн пур нацисемпе халăхсем, çĕр-шывсем пĕрлешсе Тăван çĕр-шыва тăшманран хỹтĕлес тесе çапăçăва кĕнĕ. Çулсем иртрĕç пулин те, эпир чĕррисем, çак куна, паттăр хỹтĕлевçĕсене нихăçан та манмастпăр. Ĕмĕр-ĕмĕр мухтав пирĕншĕн, ирĕклĕ пурнăçшăн пуçĕсене хунисене", - терĕ Анатолий Иванович. Вĕсене асăнса пĕр минут шăплăх минучĕ пулчĕ. Çавăн пекех районти çар ĕç комиссарĕ М.Пуклаков, Вăрмар поселокĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен совечĕн председателĕ Р.Васильева çак хăрушă вăрçă вăхăтĕнчи кунсем пирки аса илчĕç. Вилĕмсĕр паттăрсене мухтарĕç. "Çав çулсен çухалмĕ чапĕ. Тăван халăх хăйĕн паттăрлăхне кăтартрĕ, вăрçăн малтанхи çулĕсенче тăшман пирĕн çĕр çине пĕтĕм вăй-хăвачĕпе килсе тапăнчĕ пулин те, ăна хăй йăвинчех çапса аркатма пултарчĕ. Çĕнтерỹ çухатусăр пулмасть. Çапла вара Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн 28 миллион ытла çын пуçĕсене хунă. Çав шутра пирĕн районтан 4000 ытла таврăнаймарĕç. Вĕсен те пурăнас килнĕ", - терĕ çар ĕç комиссарĕ Михаил Анатольевич.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров тата ыттисем те "Çĕнтерỹçĕ-салтак" палăк умне чĕрĕ чечексемпе кăшăлĕсене хучĕç.

Тăван çĕр-шыва хỹтĕлекенсем çинчен çырнă юрă янăраса кайрĕ:

"Вставай, страна огромная,

Вставай на смертный бой.

С фашистской силой темною,

С проклятою ордой!"...

Çак юрă вĕçленичченех шăп тăчĕ халăх - пурте пуçĕсене уснă. Кам мĕн аса илчĕ пулĕ. Вăрçă нушине курнисен паллах чунĕсем ыратрĕç. Кăкăр тулли орденсемпе медальсем çакнă вăрçă ветеранĕ Н.Сапаркин çар врачĕн вара тутисем мăкăл-мăкăл турĕç, куçĕсенчен куççуль тумланчĕ. Вăрçă хирĕнчи хаяр самантсене аса илчĕ пулĕ. "Çĕнтерỹçĕ-салтак" палăк хыçĕнче ỹсекен çỹллĕ чăрăшсем те хумханса сасă кăларчĕç. Вăрçă ахрăмне аса илме никама та çăмăлах мар, мĕншĕн тесен унăн "хура чаршавне" сирме çав тери йывăр пулнă.

А. НИКОЛАЕВА.



29 июня 2005
00:00
Поделиться