Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Истори наукисен кандидачĕ

о Санăн çыннусем, район
 
Истори наукисен кандидачĕ
 
Оксана Николаевна Петрова 1976 çулхи апрелĕн 10-мĕшĕнче Энĕшпуç ялĕнче çуралнă. Ашшĕ, Николай Михайлович, "Урмарыгаз" филиалта слесарь, амăшĕ, Любовь Гаевна, ялти садикре воспитатель пулса ĕçлеççĕ. Оксана 1993 çулта ялти вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухать. Çав вăхăтра хăйне питĕ тăрăшуллă та тавçăруллă пулнине кăтартать, районти предметлă олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăнать. Тепĕр çултан Чăваш патшалăх университечĕн истори факультетне вĕренме кĕрет. Пултаруллă студентка пĕр вăхăтрах географи факультетĕнче те вĕренсе пырать. 1999 çулта университетран "пиллĕк" паллăсемпе кăна вĕренсе тухать. Ăна чăваш патшалăх университетĕнче аспирантурăра вĕренме сĕнеççĕ. Вара 1999-2003 çулсенче аспирантурăра заочно вĕренет. Оксана Николаевна 1998-99 çулсенче Шупашкарти 7-мĕш, ун хыççăн 23-мĕш шкулсенче учитель пулса ĕçлет. 2000 çултан пуçласа паянхи кунччен патшалăх университечĕн "Средневековая и новая история Отечества" кафедринче ассистент пулса тăрăшать. Хăйĕн пурнăçне истори наукисен тĕпчев ĕçĕпе çыхăнтарать. 2004 çулхи декабрь уйăхĕнче О.Петрова истори наукисен кандидачĕн ученăй ятне илме тăратнă диссертацие ăнăçлă хỹтĕлет. Диссертаци теми "Средневолжские народы в политических и социально-экономических условиях Казанского ханства" ятлă пулнă. Унăн ĕçне В.Д.Дмитриев паллă профессор наука руководителĕ пулса ертсе пырать.
 
Пултаруллă çамрăк ученăй диссертаци темипе çыхăннă 10 наука ĕçĕсем тата 8 методика пособийĕсем çырса кăларать. Ун патне студентсем час-часах тĕрлĕ ыйтусемпе пыраççĕ. Вăл яланах вĕсене тарават йышăнать, тĕплĕн ăнлантарса вĕрентет.
 
О.Н.Петрова пулас ăрăвăн пурнăçри ырă йăла-йĕркисене тытса пыракан Энĕшпуçĕнчи вăтам шкул учителĕсене ырăпа аса илет.
 
И. КРИКОВ.
 Энĕшпуç ялĕ.



02 июля 2005
00:00
Поделиться