Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Муниципалитет ĕçченĕсем тупăшрĕç

о Сывă пурнăç йĕркишĕн

Муниципалитет ĕçченĕсем тупăшрĕç

Район халăхĕн сывлăхне çирĕплетес, вĕсене физкультурăпа спорт занятийĕсене анлăрах явăçтарас, сывă пурнăç йĕркине тытса пырас тĕллевпе поселокри тĕп стадионта Республика кунне халалласа çăмăл атлетсен эстафети иртрĕ. Ăмăртусене район тата ял администрацийĕсенчен, управленийĕсемпе пайĕсенчен 15 команда хутшăнчĕç.

Районти Спорт çурчĕ умĕнче ăмăртусем пуçланнă ятпа пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров, райадминистрацин физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Л.Уливанов саламларĕç, ăмăртусенче ăнăçусем сунчĕç. Чăваш Республикин Гимнĕ мăнаçлăн янăрать. Патшалăх ялавне командăсен капитанĕсем çĕклеççĕ.

Часах ăмăртусем пуçланаççĕ. Тупăшусем çивĕччĕн иртрĕç. Ăмăртăва хутшăннисенчен кашниех пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илессишĕн мĕн пур тăрăшулăхĕпе пултарулăхне пачĕ.

Ăмăртусен итогĕсем тăрăх, управленисемпе пайсен командисен хушшинче 1-мĕш вырăна районти вĕрентỹ пайĕн команди (начальникĕ А.Веселовский), 2-мĕшне - райадминистрацин социаллă хỹтлĕх управленийĕн команди (пуçлăхĕ В.Иванов), 3-мĕш вырăна культура пайĕн команди (начальникĕ Т.Викторова) тивĕçрĕç.

Ял администрацийĕсем хушшинче 1-мĕш вырăна Пинер ял администрацийĕн команди (пуçлăхĕ О.Иванов), 2-мĕшне - Арапуçсем çĕнсе илчĕç.

Çĕнтерỹçĕ-командăсемпе призерсене райадминистрацин грамотисемпе чысланă, парнесем парса хавхалантарнă.

В. ГУРЬЕВА.



02 июля 2005
00:00
Поделиться