Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Редакцири тĕл пулу

о Сывă пурнăç йĕркишĕн

Редакцири тĕл пулу

Николай Петрович Михайлов Шăхаль ялĕнче 1950 çулта çуралнă. 1966-1968 çулсенче Шупашкарти техучилищĕре вĕреннĕ, ун хыççăн икĕ çул çар службинче тăнă, 1971-1974 çулсенче Канашри педучилищăн физвоспитани уйрăмĕнче ăс пухнă. 1974-1976 çулсенче районти спорт комитечĕн председателĕ пулнă. Вăл тăрăшнипе ачасен Вăрмарти спорт шкулĕнче велосипед тата самбо уйрăмĕсем йĕркеленĕ.

1976 çулта Николай Петрович Киргизи Республикин тĕп хулине Фрунзене (халĕ Бишкек) тухса кйнă. Хăйпе пĕрле Вăрмартан çамрăк самбистсене: Володя тата Анатолий Вишневсене, Станиславпа Анатолий Тушинскисене, Лев, Веня, Сергей Уливановсене, Станислав Васильева, Юрий Сормулатова, Александр Ларионова, Николай, Юрий, Алик Сейфуллинсене вĕренме вырнаçтарнă, кĕрешме хăнăхтарнă.

Халĕ вĕсем пурте СССР спорт мастерĕсем. Вĕсенчен: Владимир Вишнев - çамрăксем хушшинчи тĕнче чемпионĕ, Николай Сейфуллин тĕнче чемпионачĕн бронза призерĕ (халĕ вăл Вăрмарти ачасен спорт шкулĕн тренерĕ).

1980 çулта СССРăн пĕрлештернĕ командинче пулса вĕсем иккĕшĕ те Испанире ăнăçлă кĕрешнĕ.

СССРăн тĕрлĕ чемпионачĕсенче пĕрре кăна мар кĕмĕл тата бронза медалĕсене илме тивĕçнĕ Александр Ларионов (халĕ вăл Киргизстанра физкультура институчĕн самбо кĕрешĕвĕн кафедра заведующийĕнче ĕçлет) тĕнчери самбо спорчĕн судйи, Киргизи Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Вячеслав Тушинский, Лев, Сергей Уливановсем СССР призерĕсем тата Пĕтĕм Союзри турнирсен чемпионĕсем пулнă, Юрий Сормулатов Ази чемпионачĕн бронза призерĕ, Юрий Сейфуллин Украина республикин тата Хĕç-пăшаллă Вăйсен чемпионĕ, Станислав Васильев тĕнчери полицейскисен, СССР çамрăкĕсен хушшинчи ăмăртусен тата Европăпа Ази чемпионĕ ятне çĕнсе илнĕ тата ытти те.

Çакăнпа пĕрлех пирĕн янташ Николай Михайлов хăйĕн тренер ĕçĕнче тĕнче класлă 14 спорт мастерне, 100 ытла спорт мастерĕсене, тава тивĕçлĕ виçĕ тренера, спортăн тĕнче класлă 4 судйине хатĕрленĕ.

Киргизстанăн тава тивĕçлĕ тренерĕ, тĕнчери экстра категориллĕ спорт судйи, Киргизи республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Киргизи республикин шалти ĕçсен службинчи спортклубăн начальникĕ, милици подполковникĕ Николай Петрович Михайлов нумаях пулмасть Мускав облаçĕнчи Дмитриевăра Балтика тата никама пăхăнман çĕр-шывсен тĕнчери самбо ăмăртăвĕсенче спорт судйин тивĕçĕсене пурнăçланă хыççăн 3-4 куна Вăрмара килсе çитрĕ. 10 çул ытла хамăр тавралăхра пулманскере, малтанах тăванĕсем, юлташĕсем, çывăх çыннисем хапăлласа кĕтсе илчĕç.

Спортри нумай самантсемпе ỹсĕмсем çинчен сахал мар калаçрĕç ăшă тĕл пулура.

Николай Петрович редакци ĕçченĕсен хаклă хăни пулчĕ. Инçетрен килнĕ хăна вĕсене хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. Киргизстанри лару-тăрупа паллаштарчĕ, нумай ыйтусем çине хуравларĕ.

Н. ИВАНОВ,

РСФСР тата ЧР культурăн

тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.



02 июля 2005
00:00
Поделиться