Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Турă панă талант

о Ас тăвăм

Турă панă талант

Герман Матвеевич Матвеев çуралнăранпа 80 çул çитрĕ. Ун çинчен сăмах тапратсан акă мĕн каласшăн эпĕ. Вăл хăй çуралнă Тикаш ялĕнчи шкулта тăватă класс кăна вĕренсе пĕтернĕ, вун ултă çулхи каччă вара Амур облаçĕнчи Кивда поселокĕнчи ФЗОра малалла пĕлỹ илнĕ. Пĕр вăхăт шахтăра ĕçленĕ. Çакă ăна пурнăçпа паллашма, опыт илме çителĕклех пулнă. Кайран вăл хаçат ĕçне кулĕнет. Юлашки çулĕсене радиоорганизатор ĕçĕпе çыхăнтарать.

Кĕскен каласан, эпĕ Герман Матвеевичпа виçĕ çул ĕçлеме ĕлкĕртĕм. Район хаçачĕн яваплă секретарĕнче тăрăшаттăм. Вăл - радиоорганизаторта. Çирĕп йăлаччĕ унăн: пĕр-пĕр хуçалăха командировкăна кайса килсен пĕрре çырсах, черновиксĕрех, материала çийĕнчех пичете юрăхлă туса паратчĕ. Вырăсларан чăвашла куçарассипе те маттурччĕ. Ку енĕпе вăл пурне те пулăшма хавасчĕ. Шỹтлĕ, юлташла тăрăхласа сăвăсем çырма питĕ кăмăллатчĕ. Пурнăçа юратакан патвар та кĕрнеклĕ юлташăмăрччĕ. Пĕр сăмахпа каласан, чăннипех те журналист пулмах çуралнă тейĕн. Çакă вăл йăлтах çут çанталăк Турă панинчен килнĕ ĕнтĕ, тепĕр-тепĕр çынна редакцинче икĕ-виçĕ çул ĕçлесе те çырас ăсталăха алла илме йывăр...

Герман Матвеевич республикăра тухса тăракан хаçатсемпе те çирĕп çыхăну тытатчĕ.

- Паянхи "Коммунизм ялавĕ" (халĕ "Хыпар") хаçата вуларăн-и? - тесе ыйтсан унран:

- Вуларăм. Паянхи номер интереслĕ мар, - тетчĕ.

- Мĕншĕн ун пек? Сатира кĕтесĕ те пурччĕ вĕт?

- Вăл пур пулĕ те... Манăн хыпара ку хутĕнче (номерте ĕнтĕ) пичетлемен. Вырăнĕ пулмарĕ-ши? Телефонпа пĕлтернĕччĕ те...

Халĕ те астăватăп-ха. 1978 çулта çулла республикăри хаçат ĕçченĕсене, реадиоорганизаторсене Шупашкара "Лазарев академине" (çавăн пек калатчĕç ун чухне) çырас ăсталăха ỹстерес тĕллевпе семинара чĕнчĕç. Ку хутĕнче Г.Матвеевпа иксĕмĕр кайрăмăр. Виççĕмĕш кунĕнче хаçатçăсемпе радиоорганизаторсен занятийĕ пĕрле иртрĕ. Унта чи малтанах Герман Матвеевич хăйĕн ĕç опычĕ çинчен анлă доклад туса пачĕ, пурте ăна питĕ интересленсе итлерĕç, тĕплĕн сỹтсе яврĕç. Юлашкинчен вара опычĕпе вырăнта паллашас тĕллевпе районсенчи радиоорганизаторсен черетлĕ семинарне пирĕн районта ирттерме йышăнчĕç.

Çапла, туллин тапса тăратчĕ пултарулăх çăлкуçĕ Герман Матвеевичăн. Ĕмĕчĕсем вара пысăкчĕ. Шел, аллă пиллĕкрех вăл пирĕнтен уйрăлчĕ.

В. МИРОНОВ,

Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ.



02 июля 2005
00:00
Поделиться