Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ыран - паянхинчен лайăхрах

о Ял хуçалăхĕ

Ыран - паянхинчен лайăхрах

Яллă вырăнсенче юлашки вăхăтра ĕçсĕр çынсем нумайланса пыраççĕ. Çав хушăрах хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх пăхакансем, ытти ĕçсене пурнăçлакансем çитмеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш Республикин Президенчĕ ЧР Патшалăх Канашне янă 2005 çулхи Çырăвĕнче ялти халăха ĕçпе тивĕçтересси, халăхăн ĕçри пултарулăхне ỹстересси пирки питĕ лайăх палăртса хăварнă. Ку вăл яллă вырăнта производство калăпăшĕ чакнипе те çыхăннă пулĕ. Темле йывăрлăх пулсан та аталану çулĕ çине тăнă хуçалăхсем те сахалах мар. Пирĕн районти "Шигали" хуçалăхпа "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикинчен, "Арабоси" агрофирмăран тĕслĕх илмелли сахалах мар. Çыннисем те ĕçлеççĕ, ỹркенсе тăмаççĕ. Ĕçре пиçĕхсе палăрнисем те чылай. Вĕсен хушшинче "Арабоси" агрофирмăри Елена Алексеевна Семенова осеменатора тата Мичурин ячĕллĕ хуçалăхри Тамара Васильевна Филипповăна палăртса хăвармалла. Вĕсем хăйсен ĕçне чăннипех те ăста пĕлнипе палăрма пултарнă. Районта кăна мар, республикăра та. Республика шайĕнче иртнĕ дояркăсен - 26-мĕш, осеменаторсен 24-мĕш ăмăртăвне хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илме пултарчĕç. Е.Семенова операторсен ăмăртăвĕнче 2-мĕш вырăна тухрĕ, Т.Филиппова машинăпа ĕне сăвассипе ветерансем хушшинче 1-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Çĕнтерỹçĕсене чыслама ЧР ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев пынă. Вăл çакăн пек хастар та пултаруллă çынсемпе кăмăллине уйрăммăн палăртнă.

Н. ЕВСТАФЬЕВА,

ăратлăх енĕпе

ĕçлекен районти зоотехник.



05 июля 2005
00:00
Поделиться