Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Паттăрсем пирĕн хушăрах пурăнаççĕ

о Аслă Çĕнтерĕве - 60 çул
 
Паттăрсем пирĕн хушăрах пурăнаççĕ
 
Çак çĕр çинчи кирек хăш ялпа хулара та вăрçă çулĕсенче пуçĕсене хунă салтаксене асăнса лартнă палăка тĕл пулатпăр. Хаяр вăрçă тапхăрĕ никама та шеллемерĕ: арçынсене те, хĕрарăмсене те, ачасене те. Нимĕç фашисчĕсемпе вăрçă пынă тапхăрта арçынсемпе хĕрарăмсем çума-çумăн тăрса çапăçнă. Тылра та хастарлăх кăтартнă вĕсем. Çав çулсенче ĕçленĕ хĕрарăмсенчен пĕри Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнче çуралса ỹснĕ Валентина Васильева. Мĕн-мĕн курса тỹсмен.
 
... Вăрçă тухнă çул вăл 14-ра пулнă. Ашшĕне 1942 çулта январь уйăхĕнче вăрçа илсе кайнă. Амăшĕ 8 ачапа тăрса юлнă. Аслă хĕрĕ, 1925 çулта çуралнăскер, 16 тултарнă пулнă, çавăнпа вĕсене нимĕнле пулăшу та паман. 1943 çулта Вальăна вăрман каснă çĕре янă. Çапла Тушкил, Шăхаль вăрманĕсенчен пуçласа Киря вăрманнех çитнĕ. Вăрман турттарнă çĕрте те вăй хунă. Çуллахи вăхăтра колхозра вăкăрсемпе суха тунă, акнă, авăн çапнă. Тырăпа Вăрмар станцине кунне икшер хутланă. Пушăрах вăхăтра "Швейпромран" сỹс илсе килсе арланă. Кайран шинель кĕсйисем валли хытармалли материал хатĕрленĕ. Вăрçă пĕтнĕ кун вĕсем уйра суха тунă.
 
Вăрçă хыççăн Валя аппа 18 çул хушши пахча-çимĕç туса илнĕ çĕрте вăй хунă. "Коммунизм" колхозра звеньевой пулнă. Ăна пĕрре кăна мар Хисеп грамотисемпе чысланă. 1973-1977 çулсенче сысна ферминче ĕçленĕ. Пĕр амаран 12 çура илнĕ. Ял хуçалăхне аталантарма пулăшнăшăн 1974 çулта кĕмĕл медаль илнĕ. Валентина Ивановнăна 2 хутчен ял Совечĕн депутатне суйланă.
 
Турри çапла çырнă-ши е шăпи çавнашкал килсе тухнă-ши Валя аппан икĕ хутчен мăшăр тупма тỹр килнĕ. Унăн пĕрремĕш мăшăрĕ Павел Иванович вăрçа хутшăнса "Мускава хỹтĕленĕшĕн", "Ленинграда хỹтĕленĕшĕн" медальсем, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн" медаль тата ытти наградăсем илнĕ. Вăл моряк пулнă, капитана çитнĕ. Вăрçăран аманса таврăннă, ун çинче саплăк пек суран вырăнĕсем 9 çĕрте пулнă. Вăрçă хыççăн Павел Иванович Одессăра учительсем хатĕрлекен институтра истори факультетĕнче куçăмсăр майпа пĕлỹ илнĕ. Анчах унта вĕренсе пĕтереймен. Мускав облаçĕнчи Загорск хулинче тĕрлĕ яваплă вырăнта ĕçленĕ. Валя аппа Павел Ивановичпа нумай пурăнайман. Суранĕсене пула вăл 50 урлă каçсанах çĕре кĕнĕ. Пурнăç малаллах шунă. Часах Валя аппа Михаил Васильевичпа çемье йĕркеленĕ. Михаил Васильевич вăрçă умĕн Канашри чăх-чĕп фабрикинче бухгалтер пулнă. 1941 çулхи ноябрь уйăхĕнче вăрçа тухса кайнă. 1942 çулта Ижевск хулинче артиллери училищинче вĕреннĕ. Лейтенант 1943 çулхи май уйăхĕнчен пуçласа 1945 çулччен Кăнтăр-Хĕвелтухăç 2-3 Украина фрончĕсенче çапăçнă М.Васильев -стрелоксен полкĕн командирĕ - Германие çитнĕ. Унăн Хĕрлĕ Çăлтăр "Отечественнăй вăрçăн II степеньлĕ" орденсем, Жуков медалĕ, "Венăна илнĕшĕн", "Будапешта илнĕшĕн" медальсем, тата ытти наградăсем те пур. Пирĕншĕн, паянхи ăрури çынсемшĕн, вĕсем ырă тĕслĕх вырăнне пулса тăраççĕ. Ирĕксĕрех хама ыйту паратăп: "Йывăр лару-тăрура ман тỹсĕмлĕхпе чăтăмлăх пулĕччĕç-ши?" Хальхи çамрăксене хурлама сăлтав çук манăн, мĕншĕн тесен кирек хăш ĕçре те пултаруллă, ăслă, анлă тавракурăмлă яшсемпе хĕрсем палăраççĕ. Аслă ăрури çынсен ĕçне-хĕлне сума суса, хамăр çинчен ырă ят çеç хăварасчĕ.
 
 
 
И. ИВАНОВА.
 
Пысăк Енккасси шкулĕ.


05 июля 2005
00:00
Поделиться