Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

Иртнĕ кĕçнерникун район администрацийĕн ларусен залĕнче иртнĕ виççĕмĕш суйлаври район депутачĕсен Пухăвĕн çирĕм тăххăрмĕш ларăвне район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕсем, управленийĕсемпе пайĕсен начальникĕсем, поселок, ял администрацийĕсен, промышленность, ял хуçалăх предприятийĕсен, учрежденисемпе организацисен пуçлăхĕсем, федераллă службăсен руководителĕсем хутшăнчĕç.

Кун йĕркине çирĕплетнĕ хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров пухăннисене чи малтанах районăн пилĕк уйăхри экономикăпа социаллă аталанăвĕпе паллаштарчĕ.

Пĕрремĕш ыйтупа - "2003-2010 çулсенче районти агропромышленность комплексĕн аталанăвĕ" районти тĕллевлĕ Программа мĕнле пурнăçланса пынипе район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ В.Николаев доклад турĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра республикăри Министрсен Кабинечĕпе Килĕшỹ туса ĕçлеççĕ. Паянхи кун хуçалăхсенчи ĕçченсем 9285 гектар çинче акса хăварнă çурхи культурăсене хурт-кăпшанкăсемпе çум курăксенчен имçамлассипе, минераллă удобренисем хывассипе çине тăраççĕ. Çав вăхăтрах чылай хуçалăхсенче усă курман çĕрсем нумай. Кăçал, иртнĕ çулхи çак тапхăрпа илсен, аш-какай, сĕт туса илессине ỹстернĕ. Анчах хуçалăхсенчен чылайăшĕнче выльăх-чĕрлĕх шучĕпе вĕсен тухăçлăхĕ чакса пырать. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче шухăшламалли чылай. Кунтан вара тупăш илесси те самай шухăшлаттарать. Халĕ выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма хатĕрленес, утă-улăм, сенаж, силос хатĕрлес енĕпе тимлеççĕ. Çĕнĕлле шухăшласа çĕнелле ĕçлемеллине каларĕ В.Николаев, докладне вĕçленĕ май.

Вĕрентỹ тытăмне аталантармалли районти тĕллевлĕ Программа мĕнле пурнăçласа пынипе районти вĕрентỹ пайĕн начальникĕ А.Веселовский паллаштарчĕ. Халăха пĕлỹ парас ĕç патшалăх политикин тĕп вăйĕ шутланать. Вĕрентỹ тытăмне тĕпрен лайăхлатни, шкулсене реструктуризацилени, пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменне пурнăçа кĕртни, пĕлỹ пахалăхне лайăхлатни, ачасене шкул автобусĕсемпе илсе çỹрени, вĕрентỹ учрежденийĕсен пурлăхпа база никĕсне ỹстересси - çаксем пурте Программăпа анлăн пурнăçланса пыраççĕ.

Халăха тĕрлĕ чир-чĕрсенчен сыхлас, пирус туртассине чакарас, ку тĕлĕшпе профилактика ĕçĕсем ирттерес енĕпе район больницин тĕп врачĕн заместителĕ Н.Васильева тухса калаçрĕ.

Пухура сысна ĕрчетессине аталантармалли программа епле пурнăçланса пынипе ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ В.Николаев, райадминистрацин управленийĕсемпе пайĕсен, муниципаллă учрежденисен стратегилле ĕç планĕсене çирĕплетессипе райадминистрацин экономика пайĕн начальникĕ П.Петров, районта вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене суйлассипе суйлав округĕсен схемипе райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ Л.Голубева паллаштарчĕç. Çавăн пекех кун йĕркинчи ытти ыйтусене сỹтсе явса пуху тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕ.

В. ГУРЬЕВА.



05 июля 2005
00:00
Поделиться