Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление главы администрации Урмарского района с Днем российской почты

Почта çыхăнăвĕн районти узелĕн ĕçченĕсемпе ветеранĕсем!

Сире профессиллĕ уявпа - Раççей почтин кунĕ ячĕпе тулли кăмăлтан саламлатăп.

Эсир пĕр тикĕс ĕçлесе палăртнă задачăсене пурнăçласа пыни савăнтарать. Коллектив подписка кампанине ирттерессипе, хаçат-журнал çырăнтарассипе, куллен кирлĕ таварсене сутассипе, халăх ыйтăвĕсене ытти енĕпе тивĕçтерессипе çулран çул ăнăçлă ĕçлесе пырать. Юлашки вăхăтра эсир хаçат-журналсене вĕсене çырăннă çыннисем патне хăвăртрах çитерессипе пысăк ĕçсем туса ирттертĕр. Пархатарлă ĕçсемшĕн пурне те тав тăватăп. Малашлăхра çĕнĕ çитĕнỹсем тумашкăн çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу, çемьере килĕшỹ сунатăп.

Вăрмар район

администрацийĕн пуçлăхĕ                 А.И. Егоров



08 июля 2005
00:00
Поделиться