Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Туслă коллективра ĕç ăнать

о Ыран Раççей почтин кунĕ

Туслă коллективра ĕç ăнать

Çыру ямалла-и, хаçат-журнал çырăнмалла-и, электроэнергишĕн, çут çанталăк газĕшĕн тỹлемелле-и, тус юлташа, çывăх тăвансене саламлама та районти почтамта е ялта пурăнакансем вырăнти çыхăну уйрăмне васкатпăр. Урăхла каласан, почта çын пурнăçĕнчи кирлĕ пайсенчен пĕри. Уйрăмах ял çыннисемшĕн пысăк вырăн йышăнать. Унта пурăнакан ватăсенчен хăшĕ-пĕри район центрне çитеймеççĕ, çавăнпа та почта пулăшăвĕпе вырăнта усă кураççĕ. Кавалти çыхăну уйрăмĕ вырăнта пурăнакансен ыйтăвĕсене пур енлĕн тивĕçтерме тăрăшать. Ку уйрăм пурĕ 5 яла пĕрлештерет: Кивĕ Вĕренер, Çиçтĕпе, Чăрăшçырма, Пăвакасси, Кавал. З.Софронова, С.Петрова, В.Осипова, С.Иванова, Г.Нарзаева, Н.Кузьмина почтальонсем хаçат-журналсене активлă çырăнтараççĕ, кил тулашĕнчен тухса çỹреймен ватă çынсене пулăшса электроэнергишĕн тỹлемелли укçине илсе хăйсем çыхăну уйрăмне тỹлеççĕ, кил хуçалăхĕнче кирлĕ таварсем те сутаççĕ. Кунти коллектив туслă, çирĕп. Кавалти çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Л.Ланина 27 çул çак ĕçре вăй хураканскер, хăй йĕри-тавра пултаруллă коллектив тĕвĕленĕ. Вĕсенчен кашни хăйсен профессипе чунтан парăнса вăй хурать. Çапла пулмасăр, ахальтен мар ĕнтĕ Чăрăшçырма почтальонĕ Н.Кузьмина кашни кун хаçат-журнал илме Кавалти çыхăну уйрăмне 10 çул ытла утать. Кунне 18 километр çул такăрлатасси ансат мар тата хăй çинче хаçат-журнал, тавар йăтасси те. Çакă ĕнтĕ вăл халăх ырлăхĕшĕн тăрăшакан чăн чăваш почтальонĕ. Ытти ялсенчен килекен почтальонсем пирки те çакнах каламалла. Вĕсен хастарлăхĕ иксĕлми. Хăйсен ĕçне чунтан парăннипех хаçат-журнал çырăнтарасси кашни подписка кампанийĕнчех ỹссе пырать. Акă ку хутĕнче 100 çын пуçне 55 экземпляр тума пултарнă. Район хыпарçине вара 90 çын çырăнма кăмăл тунă. 50-60 тĕрлĕ пичет кăларăмĕсем çырăнаççĕ ку çыхăну уйрăмĕнче.

Л.Ланина ертсе пыракан почтальонсен туслă коллективĕ малашне те кашни киле хаçат-журнал çырăнтарасса, тĕрлĕ пулăшу ĕçĕсем тăвасса шанатпăр.

Л. КИРИЛЛОВА,

районти почтамт

начальникĕн заместителĕ.



09 июля 2005
00:00
Поделиться