Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çамрăксен канăвĕ - хĕрỹ ĕçре

о Каникул усăллă иртет

Çамрăксен канăвĕ - хĕрỹ ĕçре

Юлашки çулсенче çынсем хăй тĕллĕн ĕç вырăнĕ тупайми пулчĕç. Шкул ачисем те каникулта ĕçсĕр çỹретчĕç. Халĕ вара районти предприятисемпе организацисем ĕçпе тивĕçтерекен центрпа калаçса татăлса шкул ачисене ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтереççĕ. Акă, тĕслĕхрен, ку енĕпе темиçе çул ĕнтĕ ООО "Чувашсетьгазăн" "Урмарыгаз" филиалĕ ырă пуçарулăх кăтартать. Хальхи вăхăтра кунта Г.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкултан 26 ача ĕçлет. Вĕсем çут çанталăк газĕ пыракан пăрăхсене сăрлаççĕ. Çамрăксене филиал слесарĕ А.Владимиров ертсе пырать. Пĕтĕмпе 6 километр та 500 метр тăршшĕ газ пăрăхĕ сăрламалла. Хальхи вăхăтра 3 километр ытларах сăрланă. Шкул ачисем валли ĕç çăвĕпех çителĕклĕ. Вĕсем поселокра кăна мар, районти ялсенче те газ пăрăхĕсем сăрлассипе вăй хураççĕ. Кивĕ Вăрмар, Тикаш ялĕсенче ĕçсем аван пыраççĕ. Халĕ вара Энĕшпуç ялĕнче ку ĕçсене тума тытăннă.

Çакна палăртма кăмăллă: шкул ачисене тăрăшса вăй хунăшăн районти ĕçпе тивĕçтерекен центр тата "Урмарыгаз" филиалĕ укçа-тенкĕ тỹлеççĕ. Ку вара вĕсене татах та хастартарах ĕçлеме хавхалантарать. Умра - çĕнĕ вĕренỹ çулĕ. Ĕçлесе илнĕ укçи-тенки шкула каймалли хатĕрсем илме те, каникул пĕтиччен пĕр-пĕр хулана кайса курма та кирлĕ. Апла пулсан паян вĕсен çанă тавăрса вăй хумалла.

З. ПАВЛОВА.



13 июля 2005
00:00
Поделиться