Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçлеме те, канма та пĕлет ял ĕçченĕ

о Уяв

Ĕçлеме те, канма та пĕлет ял ĕçченĕ

ШУТНЕРПУÇ тата КĔЛКЕШ ялĕсен ял уявĕсем иртрĕç. Йăлана кĕнĕ уявсене çулсерен чаплăран чаплă ирттереççĕ.

Мероприятие уçаканĕсем Энтрияль тата Кĕлкеш ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем В.Андреев тата В.Данилов пулчĕç. Унтан саламлă сăмахсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Чăвашметал" УАО генеральнăй директорĕ, Вăрмарсен Шупашкарти янташлăхĕн президенчĕ Л.Григорьев, районти вĕрентỹ пайĕн начальникĕ А.Веселовский, Урнар, Энĕшпуç, Пинер ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем - Л.Андреева, В.Сергеев, О.Иванов тата ыттисем саламларĕç.

Уявра производствăра малта пыракансене, ĕç ветеранĕсене, нумай çул пурăнакансене Хисеп грамотисемпе, район администрацийĕн асăнмалăх парнисемпе, янташлăхăн хаклă призĕсемпе чысларĕç.

Мероприятисем спорт ăмăртăвĕсемпе, культура вăййисемпе тулли пулчĕç. Шутнерпуçпа Энтрияль командисем хушшинче волейбол, футбол вăййисем йĕркелерĕç. Шăп çак кун, кăçалхи çул Парксемпе садсен çулĕ пулнине шута илсе, Шутнерпуç ялĕнче культура паркĕ уçăлчĕ.

Уявра ялти чи çамрăк, чи ватă пурăнакана, чи çамрăк мăшăра, ылтăн туйччен пурăнакан Максимовсен çемйине чысларĕç. Ял уявĕ "Шутнерпуç таппи" спонсорсен активлă пулăшăвĕпе иртрĕ.

Ял халăхне савăнтарма чăваш эстрада артисчĕсем йышлăн килсе çитрĕç. А.Михайлова, Н.Рыбкина, Г.Вакку, Ю.Петухов, "Виктория" ташă ушкăнĕ. Шутнерпуç, Уйкас, Вăрманкас, Шăплат ял клубĕсен художествăлла пултарулăх коллективĕсем те концерт лартса пачĕç. Уява ирттерме спонсорсем нумай пулăшрĕç.

Э. АЛЕКСЕЕВА.

ХĔРЛĔÇЫРСЕМШĔН "Теветей" праçникне уявласси тахçантанпах çирĕп йăлана кĕнĕ. Акă кăçал та Кĕтне юхан-шывĕ хĕрринчи праçник пулакан вырăнти улăха палăртнă вăхăтра халăх йышлăн пухăнма пуçларĕ. Çанталăкĕ те ятарласа тенĕ пекех уяр та ăшă пулчĕ.

Савăнăçлă уява Тикаш ял администрацийĕн пуçлăхĕ А.Черкасов уçрĕ. Ял администрацийĕн территорийĕнчи ялсен социаллă-экономикăлла аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Хĕрлĕçырта пурăнакансен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен уйрăммăн чарăнса тăчĕ.

Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров ăшшăн саламларĕ, ĕçре ăнăçусем сунчĕ. Производствăра малта пыракансене райадминистрацин Хисеп грамотисемпе наградăларĕ, хаклă парнесем пачĕ.

Ял-йыша çавăн пекех ялти чи сумлă та хисеплĕ, нумай çул Тикаш ял Совет председателĕнче ĕçленĕ Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ А.Петров саламласа ял историйĕпе паллаштарчĕ.

Чăваш эстрада артисчĕсен юрри-ташшисем Кĕтне тăрăх чылай инçене саланчĕç. Н.Заводскова, А.Михайлова, И.Шинжаев юрланă юрăсем куракансен кăмăл-туйăмне чăннипех тыткăнларĕç. Концерт программине "Виктория" ташă ушкăнĕ самаях пуянлатрĕ.

Мĕнле уяв спорт ăмăртăвĕсемсĕр пултăр-ха? Кашни спортсмен хăйĕн пултарулăхне кăтартма тăрăшрĕ. Кĕтне хĕрринчи çаранта чупрĕç, кире пуканĕ йăтрĕç, канат туртрĕç, ытти енĕпе тупăшрĕç. Пурте кĕрешỹ пуçланасса кĕтеççĕ. Чи вăйли, пултарулли вара халиччен те районти чылай Акатуйсенче çĕнтернĕ пултаруллă спортсмен В.Степанов (Кивĕ Вăрмар) пулчĕ. Паттăра така парса чыс турĕç.

Мĕн уяв вĕçленичченех суту-илỹ тăвакансем халăха тутлă апат-çимĕçпе сăйларĕç.

"Теветей" праçникне хатĕрленсе ирттерме "Сапаркин" тата "Кĕтне" фермер хуçалăхĕсен пуçлăхĕсем А.Сапаркинпа В.Михайлов тата А.Хованский, С.Молостовкин, Р.Родионов (Вăрмар поселокĕ), М.Адюкова (Кавал), Ф.Сапаркина, А.Григорьев, М.Белогузова (Шупашкар) предпринимательсем пулăшрĕç.

Çитес çул Хĕрлĕçырсем "Теветей" праçникне татах та интереслĕрех ирттерме пулчĕç.

Э. МАЛЕНКОВ.



13 июля 2005
00:00
Поделиться