Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кооператорсем шыравра

о Династи

Кооператорсем шыравра

"Ỹссен эсĕ кам пулатăн?" - час-часах кăсăкланса ыйтатпăр пĕчĕкскерсенчен. Вĕсенчен пĕри шофер е пекарь, тепри тракторист е повар, тухтăр, сутуçă, вĕрентекен тата ытти те пуласшăн. Çапла, Тăван çĕр-шывăмăрта пин-пин професси. Кашни çын хăйне килĕшекеннине, чун туртнине суйласа илсе çав ĕçре тăрăшать. "Улми улмуççинчен аякка ỹкмест", - теççĕ ваттисем. Çапла чунтан туртăннă ĕçе юратнă ачисем те суйласа илеççĕ. ВИССАРИОНОВСЕН çемйи те потребкоопераци системинче нумай çул ĕçленĕ. Ĕçпе чапа тухнă, тăван çынсемпе пĕлĕшсен, ĕçтешĕсен, район халăхĕн хисепне тивĕçнĕ вĕсем.

Кооператорсен династине Кивĕ Вăрмар ялĕнче 1922 çулхи августăн 13-мĕшĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă Елизавета Архиповна Виссарионова пуçарса янă. Çемьере вăл чи кĕçĕнни пулнă. Ялти шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн, 1940 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче райпон кайăк-кĕшĕк комбинатĕнче ĕçе пуçăннă. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан, çамрăк хĕре Хĕрлĕ Çар ретне илеççĕ. Çапла вăл 1942 çулхи май-ноябрь уйăхĕсенче телеграфисткăсен курсĕнче вĕренет. 1942-1945 вăрçă çулĕсенче Елизавета Архиповна телеграфист-морзист пулса тăрăшать, Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн хăйĕн тỹпине туллин хывать. Фашистла Германие парăнтарассишĕн вăй хунă Елизавета Архиповнăна чылай медальсемпе наградăланă. Вăрçă хирĕнчен таврăнсан пултаруллă Елизавета Виссарионовăна комбинатри складăн заведующийĕ пулса ĕçлеме лартаççĕ. 1957 çулхи апрелĕн 20-мĕшĕнчен тытăнса мĕн пенсие тухичченех райпон хатĕрлев кантурĕнче çанă тавăрсах вăй хурать. 21 çул хушши ырми-канми ĕçлет вăл потребкоопераци системинче. Çак çулсем хушшинче ĕçчен те сăпайлă, вашават хĕрарăма пĕрре кăна мар Хисеп грамотисем парса чысланă. Мăшăрĕпе - Николай Виссарионовичпа - вĕсем икĕ ача - Николайпа Людмилăна çуратса, ỹстерсе, пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ. Вĕсен ывăлĕ - Николай Николаевич - 30 çул ытла райпон çăкăр заводĕнче ĕçлет. 1947 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнче Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралнăскере, шкул вĕренсе пĕтерсен, çар ретне илеççĕ. Хăйĕн тивĕçне чыслă пурнăçланă хыççăн, Николай малтан Çĕпĕрте - платникре, унтан райпо системинче холодильнăй установкăсен машинисчĕ пулса ĕçлеме тытăнать. Унтан çăкăр заводĕнче механик пулса тăрăшать. Хăйĕн ĕçне чунтан парăнса ĕçленĕшĕн, шанăçа тỹрре кăларассишĕн, мĕн пур наказсене пурнăçа кĕртессишĕн вăй хунă Николай Николаевича ĕçтешĕсем хисеплеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна чылай грамотăсемпе наградăласа чысланă. Николай Николаевичăн мăшăрĕ те - Галина Мухтаровна - чун-чĕрине потребкооперацие панă. Астрахань хулинчи технологи техникумне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн 1967 çулта райпон çăкăр пекарнинче лаборантка пулса ĕçлеме тытăннă. Çамрăк та пултаруллă специалиста асăрхаççĕ, малтан производство заведующийĕ, 1970 çулта çăкăр завочĕн производство начальникĕ пулма çирĕплетеççĕ. Галина Мухтаровна Чăвашпотребсоюзăн, райпон тĕллевĕсемпе наказĕсене пурнăçа кĕртессишĕн хăйĕн мĕн пур пĕлĕвĕпе опытне, пултарулăхĕпе ăсталăхне, вăй-халне парать. Райпо системинчи ĕçченсем хушшинче чыс-сума ахальтен тивĕçмен вăл. Пурнăçне коопераципе çыхăнтарнăскере Раççей Федерацийĕн Центросоюзăн, Чăвашпотребсоюзăн, район администрацийĕн, Вăрмар райповĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă. Галина Мухтаровна - Чăваш Республикин потребкооперацийĕн ветеранĕ, "Потребкоопераци отличникĕ" значока та тивĕçнĕ. Районăн обществăлла пурнăçне те хастар хутшăннă, Вăрмар поселок Совечĕн депутачĕ те пулнă, хăйĕн ĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Николай Николаевичпа Галина Мухтаровна Виссарионовсем виçĕ ывăл çуратса ỹстернĕ: Александр, Алексей тата Сергей. Вĕсенчен иккĕшĕ ăруран-ăрăва куçса пыракан профессие суйласа илнĕ. Александр Шупашкарти коопераци интитутне вĕренсе пĕтернĕ, Алексей шкул вĕренсе тухнă хыççăн малтан Шупашкарти коопераци техникумĕнче ăс пухать. Çар тивĕçĕсене пурнăçланă хыççăн райпон çăкăр заводĕнче газпа ĕçлекен котельнăй операторĕ пулса вăй хурать. Унăн мăшăрĕ те - Елена Виссарионова - Хусанти 49 номерлĕ апат-çимĕç промышленноçĕн техникумне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн райпо системинче пылак шыв цехĕнче 1999 çултанпа технолог пулса паянхи кунччен вăй хурать, хăйĕн ĕçне тулли кăмăлпа пурнăçлать.

Çапла, кооператорсем яланах шыравра, ĕмĕт-тĕллевĕсем те вĕсен анлă. Хисеплĕ кооператорсем Чăвашпотребсоюзăн Вăрмар райповне çулран-çул малалла аталантарассишĕн тивĕçлĕ тỹпе хывнă, ку вара питĕ пархатарлă.

В. ГУРЬЕВА.



13 июля 2005
00:00
Поделиться