Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тухăç аван пултăр

о Ял хуçалăхĕ

Тухăç аван пултăр

Паянхи çумăрлă кунсене пăхмасăрах, хушăран хĕвел хăйĕн ылтăн шевлисене çĕр-анне çине пĕр шеллемесĕр сапаланă вăхăтра районти хуçалăхсем çине тăрсах акнă тыр-пула, лартнă çимĕçсене хурт-кăпшанкăсемпе çум курăксенчен имçамлаççĕ, минераллă удобренисем хываççĕ. Çуллахи пĕр кун çулталăк тăрантарать тенĕрен "Родина" хуçалăхри ĕçченсем те акнă культурăсене тухăçлă çитĕнтерес шухăш-кăмăлпа туллин ĕçлеççĕ. Хуçалăхра ĕçлекенсем хурт-кăпшанкăсемпе чир-чĕрсенчен имçамлас тĕллевпе çĕр улми лартнă 15 гектар çĕр çине хăйсем туса хатĕрленĕ агрегата гербицид сапма уя кăларчĕç. Çĕр улмине хурт-кăпшанкăсене пĕтерес тĕллевпе "Имидж" ятлă препарат ирĕлчĕкĕпе сапрăмăр, ун çумне фитофторозран, ытти чир-чĕрсенчен фунгицид "Манкоцеб" хушрăмăр. Агрегата В.Семенов механизатор тухăçлă ĕçлеттерет. Сăмах май, каласа хăвармалла: ку юлташ техникăна юратать, ăна юсавлă, тирпейлĕ тытма тăрăшать. Иртнĕ çул çĕр улмие 10 гектар кăна лартнă пулсан, кăçал "Родинăра" ытларах - 16 гектар лартса, çитĕнтерсе, тĕрлĕ çĕре ăсатма тĕллев лартнă. Кăçал, акă, çĕр улмие лартассипе, кăпкалатассипе, ăна имçамлассипе те ырми-канми ĕçлет В.Семенов механизатор. Ĕçе парăнса ĕçлени куç умĕнчех. Ирĕлчĕк тума шыв турттараканĕ - Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумĕнче вĕренекен, çуллахи вăхăтра тăван хуçалăхра тăрăшакан В.Федоров механизатор. Акă вĕсем, çамрăксем, ял хуçалăх отрасльне ураланса кайма пулăшаканскерсем! Çамрăкскер, МТЗ-82 трактора тухăçлă ĕçлеттерет, шанса панă ĕçе вăй-халне шеллемесĕр тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлать. "Акса, лартса хăварнă культурăсене тухăçлă çитĕнтерес, пĕр тăкаксăр пухса кĕртес енĕпе пурин те çанă тавăрса тăрăшмалла, унтан вара "чĕпсене кĕркунне шутланă пек" кăтартăвĕ те пулĕ", - терĕç палăртса хуçалăх председателĕпе Л.Лукинпа Г.Сидоров бригадир.

Вĕсен хастарлăхне кура хуçалăх ĕçченĕсем те тухăç лайăх пултăр тесе кашни кунпа туллин усă курма тăрăшаççĕ.

Н. ТУЙМЕДОВ,

инженер.



13 июля 2005
00:00
Поделиться