Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вут-çулăма алхасма парар мар

о Пушар хăрушсăрлăхĕ

Вут-çулăма алхасма парар мар

"Универмаг" çунма пуçлани çинчен хăрушă хыпар пушар хуралĕн чаçне çитрĕ. Пирĕн пушарниксем вăхăтра çитнипе, çийĕнчех васкавлă мерăсем йышăннипе çăра тĕтĕмлĕ лавккаран çынсене эвакуацилесе çулăма алхасма памарĕç, пушар сăлтавне те тĕпчесе пĕлчĕç.

Çакăн пек тĕслĕхсем юлашки çулсенче ỹссех пыраççĕ. Статистика çапларах: иртнĕ çул район территорийĕнче паянхи куна 20 пушар тухнă, унта икĕ çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, кăçал çак таранччен 29 пушарта 8 çын çунса кĕлленнĕ. Çын ĕмĕрĕсем яланлăхах сарăмсăр татăлнипе пĕрлех, пушарсем нумай пин тенкĕлĕх тăкак кỹреççĕ, пурăнакансене шар кăтартаççĕ. Çакăн пек тĕслĕхсем кăçал Пинер, Уйкас, Кĕтеснер, Арапуç, Кĕлкеш, Чулкас, Саруй, Энтрияль, Пăртас ялĕсемпе Вăрмар поселокĕнче, "Ковали", "Чакинское" хуçалăхсенче пулнă. Ытларахăшĕнче пушарсем хамăр асăрхануллă тата тимлĕ пулманнипе тухаççĕ. Сăлтавĕсем вара çапларах: "хĕрлĕ автан" авăтни кăмакасем юсавсăр пулнинче, электрооборудованипе усă курмалли йĕркене пăснинче, электричество пралукĕсем кивелнинче, ачасем шăрпăкпа вылянинче, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхнинче тата, сахал хутран, чĕртсе янинче.

Çакăн пек хăрушă, чуна ыраттаракан, пăшăрхантаракан пулăмсем район территорийĕнче тăтăшах пулса иртнĕрен, çулăмран, пушар тухассинчен сыхланса пурин те пĕрле кар тăрса кĕрешмелле. Кунта чи малтанах кашни ял администрацийĕн территорийĕнчен унта пурăнакансемпе калаçусем, ăнлантару тата профилактика ĕçĕсем ирттермелле, агитаци ĕçĕсене вăйлатмалла. Ял администрацийĕсен пуçлăхĕсен хăйсен территорийĕсенче пушар тухас хăрушлăхран сыхланса ку енĕпе çирĕп мерăсем йышăнмалла, хăйсен яваплăхĕпе тимлĕхне те самай ỹстермелле. Пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлесен кăна эпир вут-çулăм алхасассине чакарма, пушар тухассинчен сыхланма пултаратпăр.

В. ЕФРЕМОВ,

пушар хуралĕн начальникĕ.



13 июля 2005
00:00
Поделиться