Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Европа чемпионатĕнчен - ылтăн тата кĕмĕл медальсемпе

Европа чемпионатĕнчен - ылтăн тата кĕмĕл медальсемпе
 
Карăкçырмара çуралса ỹснĕ, Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтра Татьяна Петрова, Ю.Архипов тренер тăрăшнипе, хăйĕн спортри ăсталăхне ỹстерсех пычĕ. Паян вăл спортăн чи çỹллĕ картлашки çине хăпарса районта пурăнакансене пысăк савăнăç кỹчĕ. 2003 çулта вăл Европа чемпионатĕнче кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕччĕ.
Германири Эрфурт хулинче 23 çула çитмен çăмăл атлетсем хушшинче иртнĕ Европа чемпионатĕнче пирĕн янташ пысăк çитĕнỹ турĕ. Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт министерствин Олимп резервĕсен Шупашкарти ятарлă 3-мĕш шкулĕнче ăсталăха туптакан Татьяна Петрова старта икĕ хут тухса пьедестал çине икĕ хут улăхнă. Малтанхи хутĕнче 10 километрлă дистанцие 33,55.0 минутра вĕçлесе Европа чемпионкин ятне тивĕçнĕ. Иккĕмĕш кунĕнче 5000 метра тупăшса иккĕмĕш пулнă - киле ылтăн тата кĕмĕл медальсемпе таврăннă тĕнче класлă спорт мастерĕ. Пултаруллă спортсменкăн тĕллевĕ - Пекинра иртекен черетлĕ Олимп вăййисене тĕплĕн хатĕрленесси
 
С. АРХИПОВ,ЧР Физкультурăпа спорт министерствин Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ.



"Урмарская районная газета"
23 июля 2005
00:00
Поделиться