Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ижевскри ăмăртусенче

Ижевскри ăмăртусенче
 
Кăçалхи июлĕн 11-17-мĕшĕсенче маунтинбайк енĕпе Раççейре мала тухассишĕн Ижевскра ирттернĕ ăмăртусенче Њвăлах чемпионат та шутланатьЌ пирĕн велосипедистсем пысăк çитĕнỹ тунă. Çакна палăртма кăмăллă: Чăваш Республикин командин составĕнче 16-шĕ Вăрмарсем пулнă. Вĕсен хушшинче С.Васильев, Е.Крылов, С.Будриков, В.Андреева спорт мастерĕсем, А.Кохнуров, пĕр тăван Алексейпе Александр Саминовсем, Д.Леонтьев, А.Степанов спорт мастерĕн кандидачĕсем, ытти пултаруллă спортсменсем.
Июлĕн 12-мĕшĕнче 1991-1992 çулсенче çуралнă арçын ачасем уйрăм стартран пĕчченшерĕн тухса кайнă. Çивĕч кĕрешỹре С.Борисов - иккĕмĕш, Р.Вотяков виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Июлĕн 13-мĕшĕнче 4х6 км эстафетăра ăмăртнă. Республикăн пĕрлештернĕ командинче пирĕн янташсем - Е.Крыловпа С.Васильев спорт мастерĕсем чупнă Њỹкерчĕк çинче С.Васильев сулахайриЌ. Чăвашсен команди пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ.
Июлĕн 14-мĕшĕнче 1987-1988 çулсенчи велосипедистсем кросс-кантри чупнă. Хĕрỹ тупăшура С.Васильев иккĕмĕш вырăна тухнă. Раççей спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă.
Июлĕн 15-мĕшĕнчи чупура 1989-1990 çулсенчи çамрăксен хушшинче А.Саминов виççĕмĕш пулнă.
1987-1988 çулсенче çуралнă велосипедисткăсенчен В.Андреева Њỹкерчĕк çинчеЌ спорт мастерĕн иккĕмĕш вырăнпа килĕшмелле пулнă.
1991-1992 çулхи хĕрачасем хушшинче К.Романова иккĕмĕш вырăна тухнă.
Июлĕн 16-мĕшĕнче чи йывăр старт - сăрт çине чупса хăпарасси пулнă. Çак йывăр дистанцие Р.Вотяков виççĕмĕш вĕçлеме пултарнă.
1993-1994 çулхи чи çамрăк спортсменсенчен К.Сергеев палăрнă, виççĕмĕш вырăна тухнă.
Ăмăртусенче А.Кохнуров, А.Ефремова, С.Пудриков, Л.Макарова, А.Степанов велосипедистсем лайăх результатсем кăтартнă.
Чи пултаруллă спортсменсем вара - В.Андреевапа С.Васильев спорт матерĕсем çак уйăх вĕçĕнче Бельгире ирттерекен Европа чемпионатне хутшăнаççĕ. Апла пулсан вĕсене ăнăçу сунар.
Пĕтĕмлетсе çапла калама пулать: ЧР физкультурăпа спорт министерствин А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕсем пире хăйсен спортри çитĕнĕвĕсемпе чăннипех те савăнтараççĕ. Спорт ăсталăхне туптама вĕсене С.Архипов директор ертсе пыракан мухтава тивĕçлĕ тренерсен ушкăнĕ: Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ В.Сидоров, В.Семеновпа П.Васильев хăнăхтараççĕ. Ахальтен-и Вăрмарти спорт шкулĕн воспитанникĕсенчен нумайăшĕ халĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренсе спортăн аслă çулĕ çине тухаççĕ.
Шансах тăратпăр, вĕсем пире хăйсен çитĕнĕвĕсемпе пĕрре кăна мар савăнтарĕç-ха.
 
А. ХОВАНСКИЙ



"Урмарская районная газета"
23 июля 2005
00:00
Поделиться