Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вĕренекенсене - тарăн пĕлỹ

Вĕренекенсене - тарăн пĕлỹ
 
Районти вĕрентỹ учрежденийĕсене реструктуризацилени, шкулсенче Пĕрлехи патшалăх экзамен механизмне лайăхлатса пыни, вĕренекенсене профильлĕ пĕлỹ пани вĕренỹ пахалăхне ỹстерет. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденисене реструктуризацилессин Программипе килĕшỹллĕн районта 6 база шкулĕ: Вăрмарти пĕрремĕш, Пысăк Енккассинчи, Кавалти, Кĕлкешри, Мăнçырмари, Энĕшпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсем йĕркеленĕ. Районĕпе пурĕ 27 шкул шутланса тăрать.
Вĕренỹ системине Пĕрлехи патшалăх экзаменĕ кĕртни пĕлỹ шайне ỹстерме, вĕренекенĕн ăс-тăнне, вĕрентекенĕн ĕç-хĕлне хаклама, çавна май учительсен квалификацине ỹстерме пулăшать.
2004-2005 вĕренỹ çулĕсенче Пĕрлехи патшалăх экзаменне пурĕ 378 çын хутшăннă. Кĕлкешри, Вăрмарти, Арапуçĕнчи, Кивĕ Вăрмарти вăтам шкулсенче вĕренекенсем математика предмечĕпе лайăх результатсем кăтартнă. Унпа пĕрлех аслă вĕренỹ заведенийĕсене кĕресси те çулран-çул ỹссех пырать. Акă 2003 çулта 38,8Џ пулнă, пĕлтĕр вара - 46,6Џ.
Район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕ ăслă-тăнлă, талантлă, пултаруллă çамрăксене тупса палăртас, вĕсене аталанмашкăн пур условисем туса парас тĕллевпе чылай ĕçсем туса ирттерет. Кашни çулах 8-11 классенче вĕренекенсемпе 20 предметпа олимпиадăсем иртеççĕ. Вăрмарти пĕрремĕш, Арапуçĕнчи, Шăхальти, Энĕшпуçĕнчи вăтам, Кĕтеснерти, Тикашри, Чупайри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенче вĕренекенсем 2004-2005 вĕренỹ çулĕсенче тĕрлĕ предметсемпе иртнĕ олимпиадăсенче малтисен ретĕнче пулнă. Пурĕ 632 ача хутшăннă, вĕсенчен 121-шĕ - призерсем. Шкул ачисем кашни çулах республикăра, районта иртекен тĕрлĕ наука конференцийĕсене, конкурссене, фестивальсене активлă хутшăнаççĕ. Пултаруллă, талантлă, лайăх паллăсемпе кăна вĕренекен ачасем 2003 çултан пуçласа Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине илеççĕ. 2004-2005 вĕренỹ çулĕсенче ăна ăслă-тăнлă, талантлă 7 шкул ачи илсе тăнă. Районти шкулсенчен 12 ача - ылтăн, 16-шĕ кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнă. Базăллă шкулсем профильлĕ вĕрентĕвĕн режимĕпе ĕçлени вĕренỹ пулăшăвĕн пахалăхне лайăхлатать, анлăлатать.
Районти пур базăллă шкулсенчи ачасем профильлĕ вĕрентĕвĕн муниципаллă экспериментне хутшăнаççĕ. Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул республикăра иртекен "Вĕренекенсене - профильлĕ пĕлỹ", "Шкулта физкультура предмечĕн содержанипе структурине лайăхлатасси" экспериментсене. Мăнçырмари вăтам шкул пĕтĕм тĕнчери банк реконструкцийĕн аталанăвĕн "Вĕренỹ системин реформи" проектне хутшăннă. Пур база шкулĕсенче ачасене лартса çỹремешкĕн 8 шкул автобусĕ пур. Вĕренỹ çулĕнче кашни кун шкул автобусĕсемпе 360 ача пĕлỹ пухма килет.
Районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенче хальхи вăхăта тивĕçтерекен 119 компьютер пур. Базăллă шкулсенчен 6-шĕ спутник каналĕн çыхăнăвĕн информаци ресурсне кĕнĕ. Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулăн интернетра сайт пур.
Шкул ачисене пахалăхлă, тарăн пĕлỹ парас енĕпе районти шкулсенче пурĕ 634 вĕрентекен вăй хурать. Вĕсенчен аслă квалификациллĕ категорипе - 24, пĕрремĕш квалификациллĕ категорипе - 252, иккĕмĕш квалификациллипе - 124 вĕрентекен ĕçлеççĕ.
Юлашки вăхăтра ачасен сывлăхне сыхлас, вĕсен психикине çирĕплетес тĕллевпе физкультурăпа спорта ытларах аталантарма пăхнă. Çавна май кашни вĕренỹ системинче "Сывлăх" Программа туса хатĕрленĕ.
2004-2006 çулсенче районта çул çитмен тата асăрхавсăр ачасем право йĕркине пăсассинчен сыхласа профилактика ĕçĕсем ирттересси" Программа йĕркеленĕ. Район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕнче профилактика совечĕ ĕçлет. Район администрацийĕн пуçлăхĕн 2002 çулхи июнь уйăхĕн 10-мĕшĕнчи 229 номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕ шкул ачисене çарпа патриотизмла воспитани енĕпе ятарлă программа йĕркеленĕ, çавăн пекех çарпа патриотизмла "Алекс", "Азимут" клубсем пур. Вĕренỹ учрежденийĕсенче музейсем, Çар тата Ĕç мухтавĕн кĕтесĕсем йĕркеленĕ. Кашни çулах çамрăк армеецсен "Зарница", "Орленок" вăййисем иртеççĕ.
 
А. ВЕСЕЛОВСКИЙ, район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн пуçлăхĕ.


"Урмарская районная газета"
23 июля 2005
00:00
Поделиться