Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вĕсен шăпи - пирĕн алăра

Вĕсен шăпи - пирĕн алăра
 
Çул çитмен ачасене право йĕркисене пăсассинчен сыхлас, ку енĕпе профилактикăлла ĕçсем туса ирттерес, çамрăк ăрăва сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас, ăна активлăрах пропагандăлас, физкультурăпа спорт занятийĕсене анлăрах явăçтарас тĕллевпе районти яваплă органсем - райадминистрацин çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссийĕ, районти вĕрентỹ пайĕ, районти прокуратурăпа шалти ĕçсен пайĕ тата ыттисем те тĕллевлĕн ĕçлеççĕ.
ШĔПĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекцийĕ хăйĕн ĕçне 120 номерлĕ федераллă саккунпа, 2000 çулхи майăн 26-мĕшĕнче ШĔП йышăннă 569-мĕш приказпа килĕшỹллĕн пурнăçласа пырать.
Районти шалти ĕçсен пайĕнче паянхи куна учетра 64 çул çитмен ача тăрать. Вĕсенчен: районти шкулсенче вĕренекенсем - 53, професси училищинче ăс пухакан - 1, ĕçлекенсем - 6, ниçта та ĕçлеменнисем - 4.
Шел пулин те, кăçалхи ултă уйăхра çул çитмен ачасем хушшинче преступлени тунă тĕслĕхсем ỹснĕ. Акă иртнĕ çул кун пек тĕслĕх 6 кăна пулнă пулсан, кăçал 16 çитнĕ. Тỹнтерле ĕçсене хутшăнасран асăрхаттарасси, кашни çул çитмен ачапа уйрăмшарăн ĕçлесе профилактикăлла ĕçсем ирттересси, шкулти ачасене право пĕлĕвĕсен никĕсĕсене вĕрентесси - пирĕн пĕрремĕш тивĕç. Сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Çак тĕллевпех хăйсен ачисене тĕрĕс воспитани парассинчен пăрăнакан ашшĕ-амăшĕсемпе те калаçусем ирттеретпĕр. Кунсăр пуçне çул çитмен ачасем хушшинче преступлени тăвассинчен сыхланса шкулти вĕрентекенсемпе ачасен ашшĕ-амăшĕсем каçхи рейдсене тухни, ашшĕ-амăшĕсен комитечĕсем йывăр лару-тăруллă çемьесене тăтăшах кайса çỹрени пулăшать.
Преступлени çулĕ çине тăрассинчен асăрхаттарса районти мĕн пур вĕрентỹ учрежденийĕсенче "Милици тата ачасем", "Çамрăксем наркотике хирĕç", "Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" уйăхлăхсем ирттернĕ. Вĕсемпе килĕшỹллĕн социаллă хăрушлăхлă лару-тăрăва кĕрсе ỹкнĕ çул çитмен ачасене пур енлĕ аталантарас, вĕсене тĕрĕс воспитани парас, хăрушсăрлăх, право пĕлĕвĕсене ỹстерес, сывлăха сыхлас енĕпе тĕллевлĕ калаçусем ирттернĕ.
 
 
 
Е.ГАВРУТЕНКО,ШĔПĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспектор


"Урмарская районная газета"
23 июля 2005
00:00
Поделиться