Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçлемелли чылай

Ĕçлемелли чылай
 
Хальхи вăхăтра районта санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ йывăррăн пырать.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн апрелĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса районти мĕн пур ялсене, поселока тирпей-илем кĕртес, тăван тавралăха çỹп-çапран тасатас, йĕркене кĕртес тĕллевпе уйăхлăх иртрĕ. Ăна пурнăçласа район центрĕнче, ялсенче тирпей-илем кĕртессипе, çĕнĕрен йывăç-тĕмсем лартас енĕпе чылай ĕçсем туса ирттерчĕç. Çакăнпа пĕрлех территорисенчи 35 тарасана, 27 шыв колонкине, 10 çăл куçа тасатса тирпейленĕ. Çав вăхăтрах ĕçмелли шывпа тивĕçтерекен чылай çăл куçсем санитари сыхлавĕн зонисем çуккине е санитари нормисемпе прависене пăхăнманнине тупса палăртнă. Чăваш Республикинче юхан шывсенчен çурри ытларах, централизациленĕ майпа шывпа тивĕçтерекен çăл куçсенчен нумайăшĕ санитари нормисене тивĕçтермеççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн Чăваш Енре пурăнакансене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерес енĕпе йышăннă Программипе килĕшỹллĕн районта шыв пăрăхĕсен тытăмне реконструкцилес тата аталантарас енĕпе проектпа смета документацине çирĕплетнĕ. Çак тĕллевпе 7 ял валли проектсене хатĕрлесе çитернĕ. Ку тĕлĕшпе шыв пăрăхĕсен сооруженийĕсене тумашкăн 21 миллион тенкĕ тăкаклама палăртнă.
Усă курнă каяшсене сиенсĕрлетсе утилизацилесси çивĕч тăрать. Район центрĕнче производство, кил хуçалăхĕнчи каяшсене турттарса тухасси план тăрăх е завявка системипе пулса пырать. Анчах та ку енĕпе ĕçлемелли чылай, мĕншĕн тесен хăш-пĕр тирпейсĕр граждансем каяшсене ăçта май килнĕ çавăнта тăкаççĕ.
Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх территорийĕн площадкисем çинче çỹп-çапа, ытти каяшсене кирлĕ пек тытса тăмаççĕ, çỹп-çапа чĕртсе янă тĕслĕхсем те пур.Чĕртсе янă çỹп-çапран вара çын организмĕшĕн сиенлĕ яд - диоксин - тухать.
Ялсенче тĕрлĕ ăпăр-тапăр, çỹп-çап валли çынсем пурăнакан вырăнсенчен аяккарах ятарласа вырăнсем çирĕплетнĕ. Анчах та вĕсене карта тытса çавăрман, вĕсен патне çитме çул-йĕрсем начар. Ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем çине тăманнипе çỹп-çаппа каяшсене урамсене, çырмасене сапаласси сарăлса пырать.
Районта лаборатори çуккине кура, атмосфера сывлăхшĕн пахалăхне çителĕклĕ тĕрĕслеме май çук. Акă иртнĕ çул сывлăша тĕрĕслесе 32 тĕпчев ирттернĕ, икĕ тĕслĕхĕпе тусан хăйĕн нормине ирттерсе янине палăртнă.
Халăха йодлă тăварпа 100Џ тивĕçтернĕ. Çăкăр-булка изделийĕсене йодлă тăвар хушса пĕçерме тытăннă. Акă кăçалхи 5 уйăхра кăна 109 тонна хатĕрлесе кăларнă.
Апат-çимĕç продукчĕсене микробиологи кăтартăвĕсем пуррине тĕрĕслесе 61 тĕпчев ирттернĕ. Санитарипе хими кăтартăвĕсемпе 40 тĕпчев иртнĕ.
Районта 27 шкулпа 6 ача сачĕсем ĕçлеççĕ, вĕсенчен 3 ача садне I-мĕш группăна, 3-шне - иккĕмĕшне кĕртнĕ. Шкулсенчен 10-шне I-мĕш группăна, 9-шне - II-шне, 8-шне III группăна кĕртнĕ.
Çавăн пекех ĕç вырăнĕсенче вăй хуракансен ĕç условийĕсене тĕрĕсленĕ. Кунта пĕчĕк предприятисемпе уйрăм предпринимательсенчен чылайăшĕ ĕç сыхлавĕн саккунĕпе тата Раççей Федерацийĕн "Халăхăн санитарипе эпидемиологи ăнăçлăхĕ çинчен" саккунĕ çирĕплетнĕ тăрăх, çителĕклĕ ĕç условийĕсем туса параççĕ.
Кăçалхи 5 уйăхра 5 объектпа 27 ĕç вырăнĕсенчи микроклимата тĕрĕсленĕ, 5 тĕрĕслевĕнче СанПин требованийĕсене тивĕçтерменнине тупса палăртнă тата ытти те.
Çавăн пекех ĕç вырăнĕсенче вăй хуракансен медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухасси çителĕклĕ шайра пулса пыманнине палăртнă. Кăçал, акă, промышленность, ял хуçалăх предприятийĕсенче тăрăшакан 190 çын медосмотр витĕр тухмалла, январь-май уйăхĕсенче тĕрĕслỹ витĕр 98 çын çеç тухнă.
Январь-май уйăхĕсенче паразитла тата инфекци чирĕсемпе чирлени 1294 тĕслĕх пулнă, 2004 çулта кун пекки 691 çеç.
Иртнĕ çулхи çак тапхăра илсен шатра, ОРВИ, грипп, кĕçĕ, энтеробиоз чирĕсемпе аптăрасси ỹснĕ, çак вăхăтрах хĕрлĕ шатрапа, сифилиспа, "В", "С" вируслă гепатитсемпе чирлекенсен йышĕ чакнă.
Районта санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе пур предприятисемпе организацисен, уйрăм çынсен санитари законодательствине çирĕп пурнăçласа пымалла, халăх ырлăхĕшĕн, çынсен сывлăхĕшĕн пур нормăсемпе правилăсене те пăхăнмалла.
 
П. ЕГОРОВ,санэпиднадзорăн гигиенăпа эпидемиологин Вăрмарти уйрăмĕн заведующийĕ.



"Урмарская районная газета"
27 июля 2005
00:00
Поделиться