Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хĕрĕх çул шкулта

Хỹрỹх ăул шкулта
 
Кашни çын ỹссе çитсен те, ватăлсан та пĕрремĕш класа, пĕрремĕш учителе ырăпа аса илет. Ачалăхри чи илемлĕ те савăнăçлă çулсем тăван шкулпа çыхăннă. Унта эпир вулама, çырма, шутлама хăнăхнă. Вăхăт хăвăрт иртет, ăру хыççăн ăру вĕренсе тухать шкултан, тĕрлĕ çĕрте ĕçлеме пуçлать. Юбилейсем вара утса тухнă çул çине каялла çаврăнса пăхма хистеççĕ.
Çывăх кунсенче Шăхальти шкула уçнăранпа 160 çул çитет. Çак ятпа эпĕ тĕрлĕ çулсенче вĕрентнĕ хастар учительсен кун-çулĕ çинчен каласа парасшăн.
1941-1945 çулсенче пире нимĕç чĕлхине З.Скворцова вĕрентрĕ. Тĕрлемес хĕрĕ пулнă вăл. Хитре сăн питлĕ, кăмăллă та сăпайлă учительччĕ. Дисциплинăна çирĕп тытатчĕ.
Вĕренессе те сивĕ, хутнă-хутман классенче, выçăллă-тутăллă вĕреннĕ. Чернил та шăнса ларатчĕ. Çырса шутлама тетрачĕ те çукчĕ. Вăл вăхăтра чылай ачасен ашшĕсем вăрçă хирне тухса кайнă, амăшĕсем окоп чавнă çĕрте вăй хунă. Чăтнă, шăн тăпрана кирккасемпе тата лумсемпе катнă, пит-куçа тăм илсе кайни те сахал мар пулнă. Ачасене асламăшĕ е кукамăшĕ пăхса пурăннă, уроксем тума пулăшнă.
Вĕренỹ çулĕсем çав тери нушаллă пулнă. Акă саккăрмĕш класра вĕреннĕ чух кĕркунне пире Зоя Алексеевна Сăхăтпуç вăрманне ултă вăкăрпа вутă турттарма илсе кайнине паянхи пекех астăватăп. Вăкăрсем ывăннă пирки вăрмантах çĕр каçма тиврĕ. Тепĕр кунне каç пуласпа тин çаврăнса çитрĕмĕр.
Çу кунĕнче те канăç пулман. Ачасем çурлапа тырă вырнă, йĕтемре кĕлте тавăрнă, лашасемпе улăм сĕтĕрттернĕ, аслăраххисем суха тунă, тырă акнă. Хальхи пекех астăватăп: пиллĕкмĕш класра пире Зоя Алексеевна пĕчĕкскерсене пучах пухма илсе кайнăччĕ. Итленĕ ăна, хирте те урокри пекех тытнă хамăра. Кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче çăмах яшки çитерни те асрах-ха. Чылай çынсен килте çăкăр пулман та, питĕ паха пулнă çав яшка.
- Каникул вăхăтĕнче ир пуçласа каçчен хиртен кĕместĕмĕр, мĕнле кăна ĕç туман пулĕ, - аса илет Зоя Алексеевна. - Ачасемпе пĕрле фронт валли тимĕр-тăмăр пухса параттăмăрччĕ, фронтри аттесемпе пиччесем валли çăм чăлхасем, нускисем, ăшă алсасем çыхса ярса параттăмăр. Халăхран пĕр утăм та юлмастăмччĕ. Тырă вырнă чухне алран çурла кайман. Икĕ кунта вырмалли лаптăка пĕр кунта вырса пĕтерни те пулнă. Фашистсене Тăван çĕр-шывран хăвăртрах хăваласа ярасчĕ тесе ĕçленĕ шухăш мана вăй парса тăнă. Пирĕн салтаксем çĕнтерессе эпир чун-чĕрепе шаннă.
Пурнăç çулĕ... Кашни çыннăн тĕрлĕрен килет вăл... Пурнăç çулĕ тумхахлă, çапах та телейлĕ пулнă. Вăл 40 çул ачасене çутта кăларассишĕн тăрăшнă. Халĕ - тивĕçлĕ канура. Шăхальте ачисемпе пĕрле пурăнать. Сывлăхĕ те хавшани палăрать, пит-куçĕсем те пĕркеленме пуçланă, пỹ-сийĕ те ĕлĕкхи пек мар.
Мăшăрĕ çĕре кĕни чылай пулать пулин те, тунсăхлама шутламасть, мăнукĕсемпе йăпанса пурăнать. Выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп, хур-кăвакал усрать, тухăçлă пахча-çимĕç çитĕнтерет.
Пурнăç пурăнасси уй урлă каçасси мар çав. Вăрçă умĕн вĕренсе, вăрçă вăхăтĕнче ĕçлесе ăна нумай нуша курма тивнĕ. Пурнăç вăл тертлĕ, нушаллă, пысăк йывăрлăхсем витĕр тухсан çеç хакне тупать. Зоя Алексеевна пурнăçĕнчен вĕренмелли, илмелли чăнахах та нумай. Вăл пурнăçăн тĕрĕс çулне тупма пултарнă, ашшĕ-амăшĕн ятне те, хăйĕн этем чысне те яман. Питĕ йывăр лару-тăрура та хуçăлман, унтан та лайăх самантсем пуласса кĕтнĕ, ĕненнĕ, шаннă. Татăлнă ĕмĕтсене сыпма вăй-хăват çитернĕ. Малаллах талпăннă, утăм хыççăн утăм тунă, этем чысне те, хĕрарăм тивĕçне те пурнăçланă.
Урамра хирĕç пулсан ял çыннисем Зоя Алексеевнăна хисеплесе ăшшăн сывлăх сунаççĕ.
 
 
Г. ЧЕРНОВ,ĕç ветеранĕ, пенсионер.Вăрмар поселокĕ.


"Урмарская районная газета"
27 июля 2005
00:00
Поделиться