Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хресчен! Вырмана хатĕр-и?

Хресчен! Вырмана хатĕр-и?
 
Иртнĕ кунсенче вырма техникине мĕнле хатĕрлесе çитернипе интересленсе райадминистрацин ял хуçалăх управленийĕн начальникĕн заместителĕ Н.Васильев ертсе пыракан районти комисси çула тухрĕ.
Чи малтанах ĕçлĕ ушкăн "Ковали" хуçалăха çул тытрĕ. Шел пулин те, хуçалăх пуçлăхĕ И.Таратин хăйĕн вырăнĕнче пулмарĕ. Комисси членĕсене ял администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Иванов кĕтсе илчĕ. Кавалсем кăçал 458 гектар çинче нумай çул ỹсекен курăксем, 60 гектар урпа акнă. Ытти çĕрсем усăсăр выртаççĕ. Паянхи куна выльăх апачлĕх утă хатĕрлемен, силос, сенаж та хывман. Ял хуçалăх техники те техосмотр тухман. Кавал ялĕ пысăк пулсан та, ял хуçалăх отраслĕнче алă вăйĕ, кадрсем çукки çивĕччĕн палăрать. Хуçалăхра ĕçлекенсем те пурĕ пиллĕкĕн-улттăн кăна. Тыр-пула пухса кĕртмешкĕн пĕр складне те тасатман, дезинфекци туман.
Унтан ĕçлĕ ушкăн Кивĕ Вăрмара, "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикине çитрĕ.
Кунта паянхи кун 190 çын вăй хурать. Хуçалăхра ĕç кал-кал пырать. Ку вăл хуçалăх пуçлăхĕ кам пулнинчен, вăл чăн-чăн хуçа аллине лекнинчен нумай килет. Пысăк коллективра ĕç юхăмне те аван йĕркелесе янă. Кунти ĕçченсем вырмана тухма паян тесен паян хатĕр, ылтăн пучахлă тырри кăна пулса çитеймен, техники те вĕсен çителĕклĕ. Ял хуçалăх техникин паркĕнчи мĕн пур техника йĕркеллĕ шайра.
Тĕш-тырă пухса илессипе мĕн пур складсене тасатса дезинфекциленĕ, аркăллă çĕнĕ склада та хута ярассипе тăрăшаççĕ кунта. Тырра вырма техникине хатĕрлесе çитернĕ, уйсене 7 "хир карапĕ" тухмалла. Комбайнерсене, ытти ĕçченсене хавхалантарассипе тимлеççĕ хуçалăхра. Хирте ĕçлекенсене вĕри апат çитермешкăн ятарласа хуçалăхра çĕнĕ УАЗ автомашина туяннă. Пĕр сăмахпа, фабрикăн администрацийĕпе профсоюз комитечĕ çынсене кирлĕ ĕç условийĕсем туса парас, укçа-тенкĕ енчен хавахалантарас тесе тухăçлă ĕçлеççĕ. Хуçалăхра ĕçлекенсем те кăмăллă. Хирте ĕçлекенсене хавхалантарма пĕлни, ĕçе пĕлсе йĕркелени, уяр çанталăкăн кашни саманчĕпе туллин усă курса тăрăшни тỹрремĕнех ĕç тухăçлăхĕнче палăрать. Хуçалăх пуçлăхĕ Н.Петров çуллахи кану вăхăтĕнче ачасене ĕçе явăçтарассипе хушусене çирĕп пурнăçланать. Çулсерен ĕçпе тивĕçтерекен районти центрпа килĕшỹ туса çамрăксем ĕçе кỹлĕнеççĕ, хăйсене кирлĕ чухлĕ укçа-тенкĕ ĕçлесе илеççĕ.
Юлашкинчен, комисси членĕсем тĕрĕслỹ итогĕсене пĕтĕмлетсе сỹтсе яврĕç, икĕ çĕрте икĕ тĕслĕх пулнине çирĕплетрĕç.
 
 
Н. ВАСИЛЬЕВ, ял хуçалăх управленийĕн начальникĕн заместителĕ, комисси председателĕн заместителĕ,
Н. НИКОЛАЕВ, ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕ,
М. ФЕДОРОВ, инженер,
В. НИКОЛАЕВ,
гостехнадзор инспекцийĕн начальникĕ,
В. ИВАНОВ, социаллă хỹтлĕх управленийĕн  ĕç сыхлавĕн ертсе пыракан специалисчĕ,
В. ГУРЬЕВА,корреспондент.


"Урмарская районная газета"
27 июля 2005
00:00
Поделиться