Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Музейĕн пĕр залĕ уçăлнă

Музейĕн пĕр залĕ уçăлнă
 
Музее музăсен управĕ теççĕ. Авалхине тата ĕлĕкхине, иртнине, хальхине кăтартакан япаласене пухса упрасси тата вĕсене çынсене кăтартасси - музейçăсемпе тавра пĕлỹçĕсен пархатарлă та сумлă ĕçĕ. Пирĕн районта лайăх ĕçлесе пыракан музейсем сахал мар. Энĕшпуçĕнчи, Чупайри, Кĕлкешри, Мăнçырмари, Кĕтеснерти шкулсенче йĕркеленисем пуян экспозицисемпе, паха экспонатсемпе уйрăлса тăраççĕ. Район музейĕн Арапуçĕнчи тата Кавалти филиалĕсем те экскурсие килекен кашни çыннах ăшă кăмăлпа кĕтсе илеççĕ, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма хавас. Район центрĕнче çĕнĕрен йĕркеленĕ музейра Аслă Çĕнтерỹ 60 çул çитнине халалласа "Çар паттăрлăхĕпе астăвăм тата хурлану залĕ" уçăлчĕ. Савăнăçлă уява культура ĕçченĕсем, вĕрентекенсем, шкул ачисем, вăрçă тата ĕç ветеранĕсем, тавра пĕлỹçĕсем хутшăнчĕç.
Унччен шкулăн вĕрентỹ класĕ пулнă пỹлĕме юсаса çĕнетнĕ. Стендсем, витринăсем вырнаçтарнă. Хĕрлĕ Çар фашизмпа вăрçă вăрçнине кăтартакан символла витраж хумхануллă туйăм çуратать. Çутă та таса пĕлĕте аса илтерекен мачча, чăваш эрешĕпе сăнарланнă хĕвел пире хăрушă вăрçăра Вăрмар тăрăхĕнчен 4131 çын ирĕклĕ пурнăçшăн вилнине аса илтерсе пуç тайса сăвап тума хистет. Кивĕ çурта сăнлакан хăма çине çирĕплетсе хунă репродуктортан Левитан диктор сасси халь-халь янăраса каяссăн туйăнать.
Залăн экспозицийĕ çĕнĕ материалсемпе пуянланнă. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.Васильев хăйĕн икĕ картинине парнеленĕ. Вăл вĕсен содержанине туллин уçса каласа кăтартрĕ. Шупашкарти Вăрмарсен янташлăхĕ "e;президенчĕ Л.ГригорьевЌ Совет Союзĕн Геройĕн А.Казаковăн портретне района парнелесе хăварнă. Райадминистрацин культура пайĕн пуçлăхĕ Т.Викторова музейĕн экспозицине пуянлатма çак портрет питех те вырăнлă пулать терĕ. Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем те музей валли материалсем пухассинчен аякра юлмаççĕ. Район архивĕ те Њпуçлăхĕ Г.НарсоваЌ зал уçăлнă тĕле кивĕ документсенчен курав йĕркеленĕ. Вĕсемпе шкул ачисем интересленсех паллашрĕç. Вăрçă вăхăтĕнче тухнă хаçатсенчи материалсем сочиненисем çырнă чухне кирлĕ пулассине палăртрĕç.
 
В. ЦЫФАРКИНА,Вăрмарти шкулта вĕренекен.
 
Совет Союзĕн Геройĕ А.Казаковăн портречĕ экспозицире хисеплĕ вырăнта пулĕ.



"Урмарская районная газета"
27 июля 2005
00:00
Поделиться