Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сыхă пулмалла

Сыхă пулмалла
 
Январь-май уйăхĕсенче район территорийĕнчи çулсем çинче 4 авари пулнă. Вĕсенче 2 çын вилнĕ, 2 çын сусăрланнă. Иртнĕ çул çак тапхăрта çулпа транспорт инкекĕ 3 пулнă, вилнисем пулман, 6 çын аманнă. Статистика çапларах: иртнĕ çулхи çак тапхăрпа илсен аманса сусăрланнисем сахалтарах пулсан та, вилнисен йышĕ нумайрах. Çакă вара питĕ пăшăрхантарать. Транспорт хатĕрĕсене ỹсĕрле тытса пыракансен шучĕ çав-çавах чакмасть. Çул çинчи хăрушсăрлăхшăн инспекци сотрудникĕсем кăçалхи апрелĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа транспорт хатĕрĕсене ỹсĕрле тытса пынăшăн, эрех ĕçнĕ хыççăн руль умне ларнăшăн удостоверенисене туртса илеççĕ. Автохуçалăхсенче хăш-пĕр руководительсем, инженерсемпе механиксем, должноçри ытти яваплă ĕçченсем водительсем хушшинчи дисциплинăна çирĕплетессипе, çул çỹрев йĕркисене ăнлантарса парассипе çителĕксĕр ĕçлеççĕ, час-часах хăйсем те дисциплинăна пăсаççĕ. Водительсем поселок урамĕсем тăрăх çил пек вĕçтерсе çỹренине асăрхама пулать. Çуран çỹрекен çынсем те тротуар çулĕпе утма хăнăхайман-ха. Çакă вара тỹрремĕнех инкек патне илсе çитерме пултарать.
ЧР Шалти ĕçсен министерствин çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн управленийĕ пуçарнипе районта "Пакус", "Çуран çын", "Хăвăртлăх", "Чукун çул", "Хăрушă груз", "Ачасем", "Маршрутлă такси" рейдсем иртеççĕ.
Юлашкинчен çакна палăртас килет: хăш-пĕр водительсем протокол çырнă хыççăн укçине тỹлемесен те юрать теççĕ пулмалла. Штрафне вăхăтра тỹлемесен, хальхи вăхăтра ăна икĕ хутчен ỹстерсе тỹлеттереççĕ е 15 куна арестлеççĕ.
 
Н. АЛЕКСАНДРОВ,районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн агитаципе пропаганда инспекторĕ.



"Урмарская районная газета"
27 июля 2005
00:00
Поделиться