Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тротуар сараççĕĕ, тирпей-илем кĕртеçç

Тротуар сараççĕĕ, тирпей-илем кĕртеçç
 
Экономика аталанăвĕн чи кирлĕ ресурсĕ - çулсем. Çавна май хальхи вăхăтра поселока тирпей-илем, хăтлăх кĕртес, халăха çỹреме паха çулсем туса парас, поселок инфраструктурине аталантарас тĕллевпе "Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕ" муниципаллă учреждени ĕçченĕсем çанă тавăрса вăй хураççĕ. Поселока тирпей-илем кĕртнипе пĕрлех халĕ Молодежная урамра çынсене утса çỹремешкĕн тротуар сараççĕ. Унччен маларах кунта вăл тĕллĕн-тĕллĕн кăна пулнă, çавăнпа та шкул ачисен, ĕç çыннисен, ватти-вĕттисен пурин те тенĕ пекех ирĕксĕрех автомашинăсем çỹрекен çулпа çỹреме тивнĕ. Ку вара çул-йĕр правилисене пăсни пулать. Хăрушсăрлăхшăн тăрăшса (кунта Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкула ачасем те чылай çỹреççĕЌ халĕ тротуар сарчĕç. А.Кузьмин, И.Павлов, В.Еньков, Н.Андреев, Г.Ручкова, В.Селиванова, Н.Васильева рабочисем малтан тротуар пулакан вырăна хăйăр хучĕç. В.Александров тракторист экскаваторпа çула курăкран тасатса якатрĕ. А.Сергеев тракторист Т-40 маркăллă тракторпа кирлĕ стройматериалсем турттарчĕ. Иртнĕ кунсенче кунта асфальтне те сарчĕç. Пурĕ 1 километр ытла асфальтлă çул хывмалла пулсан, халĕ ку ĕçсене пурнăçланăпа пĕрех.
"Эпир Молодежная урамра асфальтлă çулăн икĕ айккипе те тротуар сарма палăртнă. Ку ĕçе кĕске вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлассишĕн тăрăшатпăр", - тет В.Мишина тĕп инженер.
Цивилизаци вăл - лайăх çулсем. Вĕсем вара поселокри кашни урамрах пулсан çынсене çỹреме те аван пулĕ, поселок та капăрланĕ.
 
З. ПАВЛОВА


"Урмарская районная газета"
27 июля 2005
00:00
Поделиться