Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кулленхи çивĕч ыйтусем тавра

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров ертсе пынипе ирттернĕ анлă ларăва унăн заместителĕсем, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Кириллов, райадминистрацин пайĕсемпе управленийĕсен, муниципаллă учрежденисемпе организацисен, федераллă, республика службисен руководителĕсем, промышленноçпа ял хуçалăх предприятийĕсен, ял тата поселок администрацийĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.
Ларура районăн экономикипе социаллă пурнăç аталанăвĕн 2005 çулхи пĕрремĕш çур çулхи кăтартăвĕсем çинчен райадминистрацин суту-илỹпе экономика пайĕн начальникĕ П.Петров доклад турĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, пĕрремĕш çур çул районшăн лайăх кăтартусемпе палăрса юлнă. Район территорийĕнчи предприятисем тупăшлă ĕçленĕ. Тупăш кỹрекен организацисен шучĕ 50 процентпа танлашать. Докладчик малта пыракансен шутĕнче çаксене палăртрĕ: "Юман", "Вăрмарти çĕвĕ фабрики", "Чуваштеплоэнергогаз" тулли мар яваплă обществăн "Урмарытеплосеть" филиалĕ, "Халăха пулăшу ĕçĕсем кỹрекен комбинат". Çав вăхăтрах промышленность продукцие кăларассин калăпăшне чакарнă предприятисене те ятран асăнчĕ: "Алекс", райпон çăкăр завочĕ, "Шоркистринский" кооператив, "Пищекомбинат Урмарский". Вăрмарти механика завочĕ вăхăтлăха ĕçлеменнипе, унти производство пỹлĕмĕсене чăлха-нуски изделийĕсен производствине йĕркелесе яма панă. Потребитель таварĕсене 20830 пин тенкĕлĕх туса кăларнă, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, ку 107Џ.
Пĕрремĕш çур çулта строительсем ăнăçлăрах ĕçленĕ, строительствăпа монтаж ĕçĕсене, пĕлтĕрхи çак тапхăрпа илсен, 166,5Џ пурнăçланă. 2005 çулта социаллă çурт-йĕр хăпартасси, çул-йĕр хывасси, газификаци ĕçĕсене вĕçлесси малалла пырать.
Кăçал çак тапхăрта район бюджетне 94787 пин тенкĕ тупăш пырса кĕнĕ.
Районти предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи - 2818,7 тенкĕ, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 38,1Џ ỹснĕ. Чи пĕчĕк ĕç укçи - ял хуçалăхĕнче 1423,5 тенкĕ.
2005 çулхи пĕрремĕш çур çулта ĕçпе тивĕçтерекен районти центра пулăшу ыйтма 648 çын килнĕ, иртнĕ çулхи тапхăрпа илсен, 55 çын ытларах. Ултă уйăхра районта 133 пепке çуралнă, 319 çын вилнĕ, 47 çĕнĕ çемье чăмăртаннă, 34 çемье уйрăлнă.
Районта ял хуçалăх продукцине мĕн чухлĕ туса илнипе ларăва пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров паллаштарчĕ. Январь-июнь уйăхĕсенче аш-какай 315,4 тонна, ку пĕлтĕрхинчен 10,7 тонна е 3,5 Џ ытларах, туса илнĕ. Ку калăпăшран 63,2 процентне икĕ хуçалăхра: "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикинче тата "Арабоси" агрофирмăра пурнăçланă.
Январь-июнь уйăхĕсенче 989,7 тонна сĕт туса илнĕ. Пĕр ĕнерен сĕт суса илесси 1056 килогрампа танлашать, ку пĕлтĕрхи шайпа илсен, 21,1Џ. "Арабоси", "Шигали", "Рассвет" хуçалăхсенче сĕт нумайрах пухма пултарнă. Халăхпа килĕшсе 1319,3 тонна сĕт пухнă, ку палăртнă планпа 88,8Џ.
Районта выльăх-чĕрлĕх йышĕ çав-çавах чакса пыни куç кĕрет. Республикăпа илсен, выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçармашкăн тутлăхлă апат хатĕрлессипе Вăрмарсем малта пыраççĕ.
Доклад тăрăх "Вăрмарти завочĕ'' уçă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ В.Федоров тухса калаçрĕ, предприятин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.
Кун йĕркинчи иккĕмĕш ыйтупа - 2005-2006 çулсенчи хутса ăшăтмалли сезона районти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх мĕнле хатĕрленни çинчен райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ, строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, архитектура, транспорт, промышленноçпа çыхăну пайĕн начальникĕ Н.Яковлев пĕлтерчĕ.
Тỹрех çакна палăртмалла: хваттер хуçисем коммуналлă ĕçсемшĕн, газшăн вăхăтра тỹлеменнипе парăмсем ытла нумай ỹссе кайнă. Енчен те ку тăкаксене вăхăтра саплаштармасан, хĕлле ăшăсăр тата газ хĕлхемĕсĕр тăрса юлма пултаратпăр. Паянхи куна коммуналлă хуçалăх умĕнче кăна 1886,857 пин тенкĕ парăмра.
Хальхи вăхăтра хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленсе мĕн пур объектсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ, ăшă илсе пыракан пăрăхсене улăштараççĕ, çуртсен çивиттийĕсене юсаççĕ, хваттерсене ăшăтмалли системăна çĕнетеççĕ тата ытти те. Ку ыйту тăрăх "Чуваштеплоэнергогазăн" "Урмарытеплосеть" филиалĕн директорĕ Ю.Никитин тухса калаçрĕ.
Ял хуçалăх предприятийĕсен çĕрĕсене çĕнĕрен регистрацилессипе Чăваш Республикинчи куçман пурлăхсен федераллă кадастрĕн Управленийĕн районсем хушшинчи 7 номерлĕ пайĕн тĕп специалисчĕ В.Кузьмин тухса калаçрĕ.
Кун йĕркинчи ыйтусемпе тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.
 
 
 


17 августа 2005
00:00
Поделиться