Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пахалăхлă, шанчăклă

"Мĕн акнине пĕтĕмпех - пỹлмене", - тетпĕр кĕркунне çитсен. Акнă тырă ăнăçлă çитĕнсен ăна вăхăтра тирпейлесе кĕртнине нимĕн те çитмест. Районти хуçалăхсенче халĕ хĕрсех тĕш тырă культурисене пухса кĕртеççĕ. Ĕç çыннин канăç пĕтнĕ тесен те тĕрĕсех. Кашни çеккунт, минут - шутра. Хуçалăхсенче пухса илнĕ тырра кĕлетсене тирпейлесе хураççĕ. Хăйсенчен ытлашши юлнине патшалăха сутса хуçалăх кассине пуянлатма та пулать. Енчен те харпăр хăй хуçалăхĕнче тыр-пула тирпейлесе хума май килмесен, районти тырă йышăнакан пунктра вара çĕнĕ тырра упрама пур майсем те çителĕклĕ. Кĕлетсене тĕрлĕ хурт-кăпшанкăсене хирĕç кĕрешсе ядохимикатсемпе имçамланă, пур çĕрте те тап-таса. Тырра алласа тасатакан агрегат та пур. Нỹрлĕхĕ енчен палăртнă виçерен пысăкрах пулсан, кондицие çитерме типĕтекен агрегат тухăçлă ĕçлет. Акă, эпĕ кунта пынă кун та килсе панă тырра типĕтсе кĕлете кĕртсе хума васкаççĕ. Пур ĕçе те вăхăтра пурнăçлассишĕн çине тăраççĕ кунти ĕçченсем. Предприяти пуçлăхĕ В.Александров каласа панă тăрăх районти хуçалăхсене кĕрхи тыр-пула пухса кĕртме 680 пин тенкĕ таран укçан тата таварлă кредит парса пулăшнă. Ку предприяти чылай хуçалăхсемпе туслăн, алла-аллăн тытăнса ĕçлет.
Халичченхи пекех кăçал та тĕрлĕ маркăллă комбайнсем валли запас пайсем туянма пулать. Çакă вара ĕçшĕн тăрăшакан хуçалăхсене чылай пулăшу кỹрет те ĕнтĕ. Паянхи куна предприяти пỹлмине 300 тонна ытла тырă кĕрсе выртма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Вĕсен упранаслăхĕ шанчăклă та тирпейлĕ. Хальхи вăхăтра "Родина" хуçалăхран кашни кун предприяти транспорчĕпе тырă турттарса килеççĕ кунта. Çавăн пекех "Шигали" тата "АгроВладина" хуçалăхсем те куллен тырă илсе килеççĕ элеватора. Хамăр районтан кăна мар, ытти облаçсенчен те турттараççĕ ылтăн тырра патшалăх пỹлмине. Ку ĕç вара малашне куллен кун вăй илсе пырать.

 



17 августа 2005
00:00
Поделиться