Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕвĕ фабрики

Пахалăх палли - предприяти чысĕ
 
Мĕншĕн тетĕр-и? Пĕрремĕшĕнчен - тăрăшса вăй хуракан рабочисен шучĕ - 150. Унсăр пуçне çĕвĕçсем татах та кирлĕ. Предприяти пысăк хăватпа ĕçлет.
"Ăста алăсене хамăр пата яланах йышăнма хатĕр. Унсăр пуçне вăтам шкул вĕренсе пĕтернĕ е ĕçсĕр тăрса юлнă çынсене те ĕçе илетпĕр. Пирĕн ăста алăллă специалистсем вĕсене вĕрентсе пырĕç. Паянхи куна илес пулсан, çĕвĕ фабрикинче пĕлỹпе практикăна туптакансем сахал мар. Вĕсем те кĕске вăхăтрах çĕлеме вĕренсе пыраççĕ. Вĕренсе пыраççĕ çеç мар, чылайăшĕ ĕçе пысăк шайра туса пыма та пуçларĕ", - каласа парать Светлана Николаевна Белоусова директор çĕвĕ фабрикипе паллаштарнă май.
Иккĕмĕшĕнчен - туса кăларнă продукци çийĕнчех сутăнса пырать. Акă, сăмахран, кăçалхи 6 уйăхра 2 миллион та 800 пин тенкĕлĕх тавар туса кăларнă. Ку, иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, 150 процент. Мĕн чухлĕ туса кăларнине пĕтĕмпех сутнă. Пысăк пахалăхлă пулнăран, ăна складсенче нумай вырттармаççĕ.
"Пирĕн продукци ГОСТ витĕр тухать, çавăнпа та кашни изделие çĕленĕ чух çĕвĕçсен тимлĕхĕ те, ăсталăхĕ те кирлĕ", - тет план пайĕн начальникĕ Л.Петрова калаçăва хутшăнса.
 
 
Тавара - Раççей шайне
 
Пурĕ 20 тĕрлĕ изделисем çĕлеççĕ хастар çĕвĕçсем Њỹкерчĕк çинчеЌ. Ку енĕпе хальхи вăхăтра 6 бригада тăрăшать. Вĕсенче 16-шар çын ĕçлет.
Унччен маларах кунта чăваш наци тумтирне, унăн илемлĕхне, тĕррисене аталантарма тăрăшнă. Ку енĕпе ятарласа халăх промыслисен цехне те уçнă пулнă. Вăхăт иртнĕçемĕн, чăваш наци тумĕ çĕлес заказ сахалланса пычĕ. Ку кăткăс та йывăр ĕçе вăхăт та, чăтăмлăх та кирлĕ.
Фабрикăра вăй хуракансем вара производство хăватне ỹстермешкĕн çĕнĕ ĕç мелĕсем шырама тытăннă. Вĕсенчен пĕри - Европа стандарчĕпе ыйтакан ятарлă ĕç тумтирĕ. Мускаври "Урсу". С", "Востоксервис" пысăк предприятисем çĕвĕ фабрикипе тачă çыхăну тытаççĕ. Вĕсенчен кашни уйăхрах заказ чылай килет. Акă, август уйăхĕнче "Метель" ятлă ĕç костюмĕ çĕлеме 3000 штук панă.
"Изделисене пахалăхлă çĕленĕрен, вĕсен заказĕсене вăхăтра тивĕçтерсе тăнăран пирĕнпе çыхăну татмаççĕ, кашнинчех заказсем чылай параççĕ", - тет Лариса Витальевна кунти рабочисем çĕленĕ продукципе паллаштарнă май.
Хальхи вăхăтра Шупашкарти "Текстиль" тулли мар яваплă обществăпа та пĕрле ĕçлеççĕ. Вĕсен заказĕсене те туллин пурнăçласа пыраççĕ. 2004 çулта "Текстиль" тулли мар яваплă общество çине куçсан çĕвĕ фабрики аталану çулĕпе сулмаклăн утма тытăнчĕ. Пĕр сăмахпа каласан заказчиксен ыйтăвĕсене, вĕсен кăмăлĕсене тивĕçтерме тăрăшаççĕ.
Ĕç костюмĕсĕр пуçне 10 тĕрлĕ вырăн таврашĕ, халатсем, арçын кĕписем тата ытти изделисем çĕлеççĕ. Нумаях пулмасть утиялсем çĕлекен çĕнĕ цех та уçнă. Кунта пурĕ 5 рабочи вăй хурать Њỹкерчĕк çинчеЌ. Цех ĕçлеме пуçлани çулталăк кăна-ха, çитĕнĕвĕсем вара курăмлă. Уйăхне вăтамран 60 пин тенкĕлĕх продукци туса кăлараççĕ. Çак вăхăтра 1500 утиялтан кая мар çĕлеççĕ И.Павлова, Н.Ульянова, Л.Павлова, Л.Сорокина, Т.Филиппова çĕвĕçсем. Туслă коллективăн ĕçĕ кал-кал пулса пырать.
Çĕр-шывăн тĕрлĕ регионĕсемпе çыхăну тытаççĕ. Çĕвĕ фабрикине район, республика тулашĕнче нумай инçетре аван пĕлеççĕ. Туса хатĕрленĕ çĕвĕ изделийĕсене Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсене, хамăр республикăн тĕп хулине - Шупашкара тата ытти çĕре те яраççĕ.
"Пирĕн çĕвĕ фабрикинче ĕçлемешкĕн пур условисем те пур. Пурлăхпа-техника базине те çулсерен вăйлатса пыратпăр. Сăмахран, утиялсем çĕлекен цех валли те çĕнĕ оборудовани туяннă. Цехсенчи çĕвĕ машинисене те юсасах тăратпăр. Ĕç укçи - ĕçленĕ тăрăх. Вăл вăтамран 2500 тенкĕпе танлашать. Унсăр пуçне лайăх, пахалăхлă, плана тултарса ĕçлесе пырсан кашни уйăхра ĕç укçи çумне хушса преми те паратпăр.
Çĕвĕ фабрикин администрацийĕпе пĕрле коллективлă килĕшỹ туса çамрăксене мăшăрланнă, чи çывăх тăванĕсене юлашки çула ăсатнă чух кунти рабочисене 3 кунлăха тỹлевлĕ отпуск параççĕ.
Унсăр пуçне юбилейсене, туйсене, ача çуратсан хаклă парнесем парасси йăлана кĕнĕ", - терĕ С.Белоусова директор.
Рабочисене вăй хумашкăн условисем туса панăран кунта кăнтăрла апатланмашкăн столовăй та ĕçлет. Ун заведующийĕ А.Петрова, Л.Семенова повар Њỹкерчĕк çинчеЌ, Г.Ларионова чашăк-тирĕк çăвакан рабочисем валли техĕмлĕ те тутлă апат пĕçерессипе тăрăшса вăй хураççĕ. Çакна палăртмалла: кунта апатланма хаклă мар. Ялтан ĕçе çỹрекен рабочисем вара кунне пĕр хутчен вĕри апат çиме пултараççĕ. Унсăр пуçне ытти предприятисемпе организацисенчен те кунта апатланма килеççĕ.
Столовăйĕнче тăрăшса ĕçлекенсем кунне 100-150 çынна тутлă апат-çимĕçпе сăйлаççĕ.
 
Туслă коллективра ĕç ăнать
 
    Коллектив членĕсем пурте пысăк хастарлăхпа ĕçлеççĕ. Уйрăмах пиллĕкмĕш çамрăксен бригади пысăк хастарлăхпа тăрăшса вăй хурать. Кунта 19-25 çулсенчи çамрăксем ĕçе хăвăрт тата пахалăхлă пурнăçласа пыраççĕ. Вĕсене ертсе пыракан М.Лебедева вара çĕвĕçсен ĕçĕсемпе кăмăллă.
Улттăмĕш бригада ĕçченĕсен пултарулăхне те палăртмалла. Кунта пурĕ 15 çĕвĕç вăй хурать. Акă, нумаях пулмасть, çак бригада ĕçченĕн - Ираида Андреевна Кашмаковăн чаплă юбилейне паллă турĕç. Вăл çĕвĕ фабрикинче 18 çул вăй хунă. Ĕçре пысăк çитĕнỹсем тунăшăн пултаруллă çĕвĕçе фабрика администрацийĕ ячĕпе С.Белоусова директор, профком председателĕ Л.Петрова саламларĕç, пысăк парне парса чысларĕç.
Çапла ĕçлеме те, канма та, уявсене чаплăн паллă тума та пĕлеççĕ кунти ĕçченсем. Тĕрĕссипе каласан, пĕр-пĕрне хисеплеççĕ, чыс тăваççĕ, çавăнпа та ĕç кал-кал пулса пырать. Çĕвĕ фабрикинче ĕçлеме кăмăл тăвакансене те хаваспах хăйсен ретне йышăнма хатĕр ăста алăллă рабочисем. Унсăр пуçне кỹршĕллĕ районтан килме кăмăл тăвакансене те йышăнаççĕ. Вĕсене илсе çỹремешкĕн ятарласа автобус та пур.
"Ĕç çынна илем кỹрет" тесе ахальтен каламан ĕнтĕ ватăсем.
           Эпир вара маттур та пултаруллă çĕвĕçсене вĕсен йывăр та, çав вăхăтрах пархатарлă, халăха кирлĕ ĕçĕнче ăнăçусем сунатпăр.

 



24 августа 2005
00:00
Поделиться