Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ачасен пуласлçхỹ - çемьере

 
Республикăра, çавăн пекех пирĕн районта та тăлăха юлнă е ашшĕ-амăшĕ правинчен хăтарнă ачасен йышĕ ỹссех пырать. Сăлтавĕ вара - çемьере харпăр хăйне тытмалли йĕркесене пăхăнманни. Пирĕн районта 2004 çулта 12 ашшĕ-амăшне, 2005 çулхи 7 уйăхра ашшĕ-амăшĕн правинчен 8 çынна хăтарнă. Вĕсен ачисене вара урăх çемьесене усрава панă, мĕншĕн тесен йĕркеллĕ çемьере кăна ача пур енлĕн аталанма, тĕрĕс воспитани илме пултарать. Ку е вăл ачана çемьене усрава илес пулсан чи малтанах усрава илекен ашшĕ-амăшĕн район администрацийĕн пуçлăхĕпе килĕшỹ тумалла. Ачана усрава илнĕ ашшĕ-амăшне килĕшỹ тăрăх ун валли апат-çимĕç продукчĕсем, кĕпе-тумтир, теттесем тата ытти япаласем туянма укçа-тенкĕ уйăрса параççĕ. Унсăр пуçне ачана пăхнăшăн кашни уйăхра ĕç укçи тỹлеççĕ. Республикăра хальхи вăхăтра ачана усрава илнĕ 77 çемье тĕвĕленнĕ. Вĕсенче халĕ тăлăх, ашшĕ-амăшĕ тимлĕхĕсĕр юлнă 96 ача пурăнать. Пирĕн районта вара кун пек çемьесем - 3. Вĕсенче пурĕ 6 ача.
Вăтакас ялĕнче пурăнакан Г.Угловсен тата Л.Ванеркинасен çемйисенче пулса курма тỹр килчĕ. Галина Николаевнăпа Юрий Васильевич Угловсем 2005 çулхи февраль уйăхĕнче 2 ача ЊАля тата Володя БондаревсенеЌ усрава илнĕ. Çак çемьере вара Альăпа Володя хăйсене лайăх туяççĕ. Вĕсем усрава илнĕ Юрий Васильевичпа Галина Николаевнăна атте-анне тесе чĕнеççĕ. Çемьере лару-тăру лайăх.
Çак ялтах Л.Ванеркина та усрава икĕ ача ЊАлексей Коноваловпа Наталья ЦырульникованаЌ илнĕ Њỹкерчĕк çинчеЌ. Лариса Александровна хăй те икĕ ача пăхса çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. "Усрава илнĕ ачасене пĕччен пăхса ỹстерме йывăр мар-и?" - тесе ыйтсан, вăл мана: "Пĕччен пурнăç кичем, ачасен шавĕпе вара кил-çурт тулать", - терĕ икĕ ачи çине ăшшăн пăхса. Çавăн пекех Шăплат ялĕнче пурăнакан В.Алексеевсен çемйи те усрава 2 ача илнĕ.
Усрав ачасене пăхмашкăн район администрацийĕ те пысăк тимлĕх уйăрать. Кашни çул район бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Акă кăçал та 270,9 пин тенкĕ уйăрнă.
2006 çулта тепĕр 3 çемье тăлăх е ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарнă ачасене усрава илме палăртнă. Шăплат ялĕнче пурăнакан Л.Рыжова та хăйĕн 4 ачисĕр пуçне тепĕр çул çитмен 3 ачана хăй çине илнĕ. Çак ялти Л.Яковлева - 2, И.Андреева - 2, Н.Георгиева 1 ача илнĕ. Кун пек çемьесем районта чылай.
Ача пуласлăхĕ - çемьере. Кунта кăна вăл хăйне чăннипех те телейлĕ тесе шутлать. Тăлăх ачана усрава илни - пархатарлă та сăваплă ĕç. Вăл кил ăшшине чун-чĕрепе туйни, усрава илнĕ ашшĕ-амăшне "атте-анне" тесе чĕнни çемьешĕн те, обществăшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çемьере кăна вăл Тăван çĕр-шыва юрăхлă çын пулса ỹсет. Унăн пурнăç малашлăхĕ те уçăмлă. Çавăнпа та аслă ăрури çынсен ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă ачасене май пур таран пулăшмалла, вĕсем ытти ачасем пекех çемьен ăшшине туйччăр тесе тăрăшмалла.
 
 
 
 



24 августа 2005
00:00
Поделиться