Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Профсоюзра - ырă улшăнусем

 
 
 
 
Вĕрентỹ работникĕсен районти профсоюз организацийĕнче юлашки çулсенче палăрмалла улшăнусем пулса иртрĕç. Районти профсоюз организацийĕ, шкулсенчи тата ача сачĕсенчи пуçламăш организацисем, профкомсем, çавăн пекех районти вĕрентỹ пайĕ тăрăшулăхĕпе профсоюз членĕсен йышĕ чылай ỹсрĕ. Районта пуçламăш профсоюз организацийĕсем 35 шутланса тăраççĕ Њ34-шĕ - вĕрентỹ учрежденийĕсенче, 1 - вĕрентỹ пайĕнчеЌ. 1059 вĕрентекенрен 812-шĕ - профсоюз членĕсем, ку вăл 76,7 процент. Кавалти, Мăнçырмари вăтам, Чулкасри тĕп, Анаткасри, Хуруйĕнчи пуçламăш пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче, Эçпепери пуçламăш шкул-ача садĕнче профсоюз членĕсем 100 процентпа танлашаççĕ. Вăрмарти 1-мĕш номерлĕ вăтам шкулта профсоюз членĕсен йышне çак вĕренỹ çулĕнче чылай ỹстерчĕç.
Вĕрентỹ работникĕсен районти профсоюз организацийĕ, республикăри профсоюз структури пулса тăнă май, ĕç тата экономика прависене хỹтĕлес енĕпе ирттерекен мероприятисене активлăн хутшăнать.
Кашни пуçламăш организацинчех коллективлă йышăнусем йĕркеленĕ. Профсоюз членĕсен ĕç прависене тата профессиллĕ интересĕсене хỹтĕлес тĕллевпе районти вĕрентỹ пайĕ тата вĕрентỹ работникĕсен районти профсоюз организацийĕ хушшинче килĕшỹ тунă. Çавăн пекех профсоюз организацийĕ район администрацийĕпе тачă çыхăнса ĕçлет.
Профсоюзăн тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри - учитель профессийĕн ят-сумне ỹстересси. Çавна май профсоюз организацийĕ учительсем хушшинче иртекен массăллă мероприятисене активлă хутшăнать. Профсоюз пуçарса янипех районта спорт тата физкультурăн тĕрлĕ мероприятийĕсем час-часах иртеççĕ. Вĕрентекенсен коллективĕсем художествăлла пултарулăх смотр-конкурсне йышлăн хутшăнаççĕ, республикăн шайĕнче тивĕçлĕ вырăнсем йышăнаççĕ. Çĕнтерỹçĕсем хушшинче яланах Вăрмарти пĕрремĕш номерлĕ вăтам шкул хорĕпе ансамблĕ Њруководителĕ В.БыковЌ палăрать.
Кăçал профсоюз юбилейлă датăсемпе пуян: Раççей профсоюз юхăмĕ 100 çул, Чăваш Республикинче профсоюз йĕркеленни 85 çул тултараççĕ.
Çак пысăк уявсем пире малалла тата тăрăшарах ĕçлеме хистеччĕр.
 
 


24 августа 2005
00:00
Поделиться