Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пуррине пухса

 Арапуçсем çанталăкăн кашни саманчĕпе туллин усă курса ĕçлеççĕ. Вĕсен паянхи куна уйран йĕтем çине 955 тонна ытла тырă кĕнĕ. Ку хуçалăхра, халăхра каланă пек, ĕç вĕресе тăрать. Пĕрисем хĕрсех тырă выраççĕ, теприсем выльăх-чĕрлĕх валли ытлă-çитлĕ апат хатĕрлеççĕ, виççĕмĕшĕсем çитес çулхи тухăçшăн тĕпĕртетеççĕ. Йĕтем çинче икĕ сменăпа ĕçлесе вăрлăхлăх кĕрхи тулă хатĕрлеççĕ. Кунта В.Фомина, И.Малькова, Галинăпа Людмила Кузьминасем кашни кун пĕр сиктермесĕр ĕçе тухаççĕ Њỹкерчĕк çинчеЌ. Тырă алласа тасатакан агрегатсене Ю.Максимовпа В.Степанов слесарьсем тухăçлă ĕçлеттереççĕ. Пухса кĕртнĕ тыр-пул çумăра лексе сапаланса ан вырттăр тесех ĕнтĕ ĕçе икĕ сменăпа йĕркеленĕ. Кунта А.Васильев, А.Баранов, К.Васильев, А.Григорьев, Р.Максимов, М.Михайлов шкул ачисем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Вĕсен ĕçне Л.Максимова складсен заведующийĕ йĕркелесе ертсе пырать. Вăл каланинчен Арапуçсене тыр-пул шăпи çав тери пăшăрхантарни, çитĕнтернĕ пурлăха пухса кĕртме вĕсем пурте кар тăни палăрчĕ. Йĕтем çинче С. Артемьев водитель вара ывăнма пĕлмесĕр, пĕр ỹркенмесĕр вăй хурать. "e;Пĕри - пуриншĕн, пурте - пĕриншĕн? текен ваттисен каларăшĕ вăй илсе пыни сисĕнет. "e;Ăнăçлă çитĕннине пухса илме те кăмăллă?, - тет В.Максимов тĕп агроном хăй ĕçĕпе савăнса.
 
 
 
 
 


24 августа 2005
00:00
Поделиться