Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сывă, тĕреклĕ çитĕнччĕр

 
 
Районти вĕрентỹ пайĕ 2005 çулта çул çитмен ачасен сывлăхне çирĕплетес, ĕçĕпе канăвне усăллă ирттерес тĕлĕшпе мероприятисен планне йышăннă. Ку енĕпе ачасемпе çамрăксен районти пултарулăх çурчĕн никĕсĕ çинче ятарласа штаб йĕркеленĕ. Штаб районти мĕн пур шкулсен ĕçне тĕрĕс йĕркелесе пынипе пĕрлех ачасен канăвне творчествăлла, тулли те интереслĕ ирттерес тесе тĕрлĕ енлĕ мероприятисем ирттерет. Тĕслĕхрен, июнь уйăхĕнче спортпа туристла "Орленок", "Зарница" вăйăсенче районти "Алекс" çарпа спорт клубĕ 2-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. Районти пултаруллă çамрăксем республикăри "Ăраскал" фестивале хутшăнса КВН команди 1-мĕш вырăн йышăннă. Шкулсем çумĕнчи çĕр участокĕсенче ачасем столовăй валли пахча çимĕç туса илессипе тулли вăй-халпа ĕçлеççĕ. Çавăн пекех çу кунĕсемпе усă курса туристла кружоксен руководителĕсем тăван тăрăхăн историне тĕпчес, туристла юрăсен каçĕсене ирттерес, "Чи лайăх пулăç" тата ытти конкурссене ирттерес тĕлĕшпе походсене çỹреççĕ.
Кăçал ачасен сывлăхне çирĕплетмелли "Романтика" лагерьте - 255, шкул çумĕнчи лагерьсенче - 270, çул çитмен ачасем пулăшу паракан центрти сывлăха çирĕплетекен сменăсенче - 80, спорт лагерĕсенче 10 вĕренекен канма пултарчĕç. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр районти предприятисемпе, организацисемпе 325 çул çитмен ачана ĕçпе тивĕçтермешкĕн 16 килĕшỹ тунă.
Çул çитмен ачасене ĕç вырăнĕсемпе райпон "Нива" тулли мар яваплă общество, "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики, Мăнçырмари Тихвин Турă Амăшĕн чиркĕвĕн Прихучĕ, "Урмарыгаз" уçă акционерлă общество, социаллă пулăшу паракан Арапуçĕнчи центр, "Возрождение" фермер хуçалăхĕ, "Шоркистринский" производство кооперативĕ, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕ тивĕçтернĕ. Унсăр пуçне ачасем район территорийĕнче тăван тавралăха тирпей-илем кĕртессипе, Чăваш Республикин Президенчĕ йышăннă "Парксемпе садсен çулталăкĕ" Указĕпе килĕшỹллĕн йывăç-тĕмсем, чечексем лартассипе, ял хуçалăх предприятийĕсене пулăшассипе, эмел курăкĕсем пухассипе тăрăшнă.
 
 


24 августа 2005
00:00
Поделиться